Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 1-мĕш разрядлисем

1-мĕш разрядлисем

«Урожай» ирĕклĕ спорт обществин республикăри чемпионачĕсемпе первенствисенче 1-мĕш разряд нормативĕсене тултарнисемпе малалла паллаштаратпăр.

1986 çул. Районта та нумай ăмăрту иртрĕ ку çул. Совет Союзĕн Геройне А.Ф.Беляева асăнса кире пуканĕ йăтакансен республика шайĕнчи турнирĕ питĕ массăлăхĕпе палăрчĕ. Унта 1-мĕш разряда улттăн тивĕçни те нумаййи çинчен калать. Вĕсем – Александр Филиппов /Елчĕк/, Анатолий Карпов, Константин Андреев, Геннадий Маков /Тип Тимеш/, Олег Федоров /Çĕнĕ Эйпеç/, Исаак Портнов /Аслă Пăла Тимеш/. Республика чемпионатĕнче тата иккĕн хушăннă – Николай Антиповпа /Елчĕк/ Алексей Попов /Лаш Таяпа/.

Йĕлтĕрçĕсем ку çулĕнче те маххă памарĕç темелле. Республикăра иртнĕ ăмăртура 10 километрлă дистанцие ăнăçуллă вĕçлесе Иван Курицын /Аслă Пăла Тимеш/, Николай Головин /Кавал/, Геннадий Казаков /Кивĕ Эйпеç/, Александр Данилов, Александр Ефремов /Шуршу/, Вавил Соловьев/Каркалар/, Василий Майков, Сергей Хушкин /Аслă Елчĕк/ пуçласа 1-мĕш разрядлă спортсменсем пулса тăчĕç.

Юрий Сидоров /Тĕмер/, Иван Портнов /каярахпа – СССР спорт мастерĕ, Аслă Пăла Тимеш/ йывăр атлетикăра, Аслă Пăла Тимешĕнчи Алевтина Диомидовăпа Аслă Таяпари Лариса Колсанова республикăри 11-мĕш хĕллехи спорт вăййисенче ГТО енĕпе палăрчĕç.

1987 çул. Елчĕкри Ырзамай тăрăхĕнче йĕркеленĕ йĕлтĕрçĕсен районти ăмăртăвне республика «статусĕ» панăран, 19/!/ çамрăк пĕрремĕш разряда тивĕçекен кăтартупа савăнтарчĕç. Вĕсене те палăртасах килет: Надежда Козловăпа Роза Семенова /Кĕçĕн Таяпа/, Светлана Тимесковăпа Лариса Райкова, Сергей Ляпуновпа Олег Адюков, Николай Сосновпа Владимир Патшин /Аслă Елчĕк/, Альфия Тязюкова /Çĕнĕ Пикшик/, Олег Пешкумов /Лаш Таяпа/, Юрий Севриков /Каркалар/, Елена Панкратова /Кивĕ Эйпеç/, Елена Диомидова /Аслă Пăла Тимеш/, Александр Новиков, Юрий Головин /Кавал/, Александр Чуманов /Таяпа Энтри/, Эльвира Зайцевăпа Галина Сергеева /ял ячĕсем паллă мар/.

Кире пуканçăсенчен Юрий Чайкин /Кушкă/, Алексей Арефьев /Лаш Таяпа/, Сергей Кириллов /Аслă Таяпа/, Алексей Трофимов /каярахпа – СССР спорт мастерĕ, Хăвăлçырма/, çăмăл атлетсенчен Юрий Сергеев /Хăвăлçырма/, кĕрешÿçĕсенчен Валерий Соколов /Елчĕк/, хĕллехи ГТОçăсенчен Александр Кассировпа /каярахпа ирĕклĕ майпа кĕрешессипе – СССР спорт мастерĕ/ Виталий Афанасьев /Аслă Елчĕк/ пĕрремĕш разрядçăсем.

Йывăр атлетика енĕпе уçнă ДЮСШра ăсталăх пухакансем çине тăрса тренировкăсем ирттерни сая каймарĕ. Николай Молоствов, Анатолий Убасев, Руслан Соловьев, Александр Портнов, Виталий Марков тренерсем ăнăçлă ĕçленĕрен спортсменсен кăтартулăхĕ те ÿсрĕ. Маларахри разрядниксем, çулсем иртнĕ май, спорт мастерĕн кандидатĕнчен СССР спорт мастерне çити çĕкленчĕç: Александр Викторов /Елчĕк/, Борис Клементьев /Патреккел/…

1988 çулта физкультурăпа спортри тухăçлăх кире пуканĕ йăтакансен çитĕнĕвĕсемпе ытларах çыхăннă. Елчĕкри Виталий Иванов, Таяпа Энтринчи Юрий Ласточкин, Аслă Таяпари Василий Кириллов, Кÿлпуçĕнчи Владимир Осипов, Тÿскелти Юрий Анисимов, Елчĕкри Валерий Соколов 1-мĕш разряд нормативне пурнăçлани – районти спорт аталанăвĕшĕн пĕчĕк пулăм мар. Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи пĕр тăвансене – Бориспа Герман Курицынсене уйрăммăн палăртас килет. Вĕсем разрядниксен ретне тăнă чухне 66 тата 64 çулта пулнă.

Аслă Елчĕкри Сергей Александрович Горшков, Аслă Пăла Тимешĕнчи Владимир Александров йĕлтĕрçĕсем, Елчĕкри Илья Ишмуратовпа Сергей Кушманов /каярахпа – Раççей спорт мастерĕсем/ штангистсем разрядниксен йышне ÿстерме пулăшнă.

1989 çул. Хăвăлçырмари 8 çул вĕренмелли шкулта Н.Михайлов математика учителĕ обществăлла майпа кире пуканĕ спортне юратакансен секцине ертсе пыма тытăнать. Тĕрлĕ çулсенче кандидат, мастер нормативĕсене тултарнисем тухаççĕ унтан. Николай Васильевич вĕренекенсем хушшинче шашка-шахмат вăййисене сарассипе те курăмлă ĕçленĕ.

Штангистсем: Юрий Осипов /Аслă Пăла Тимеш/, Раиль Самигуллин /Сăрьел/, Аслă Елчĕк шкулĕнче вĕреннĕ Ильхам Залялиев / Тутарстанри Апас районĕ, Тутиел/; Юрий Петрушкин кире пуканçă – разрядниксем.

1990 çул. Йывăр атлетикăра 1-мĕш разряд нормативĕсене «алла илме» Елчĕкри Виктор Демьяновпа Патреккелĕнчи Олег Клементьева /каярахпа – спорт мастерĕсем/, Тÿскелти Владимир Такина, кире пуканĕ йăтассинче Хăвăлçырмари икĕ атлета – Александр Елизаровпа Сергей Сазонова «черет» çитет.

Кармал шкулĕнче Иван Егоров физкультура учителĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине ертсе пыма пуçлать. Нумай çул тапхăрĕнче сахал мар мастер хатĕрленĕ вăл. Асăннă çул 1-мĕш разрядниксен районти списокне вара Александр Краснов, Сергей Лапшин, çавăн пекех Аслă Елчĕкри Алексей Чернов, Владимир Мешков, Владимир Чернов, Елчĕкри Юрий Иванов пуянлатнă.

Николай АДЮКОВ,
ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code