Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравления с Днем защитника Отечества

Поздравления с Днем защитника Отечества

Хисеплĕ ветерансем, çар çыннисемпе запасри салтаксем! Хаклă ентешсем!

Сире чĕререн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Çак кун эпир хамăрăн аслă çĕршывăмăрăн тăнăçлăхне сыхлакан, унăн чиккисене шанчăклă хураллакан хÿтĕлевçĕсене чыслатпăр. Эпир хамăрăн аттесемпе асаттесен хăюлăхĕпе, Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ паттăрсемпе тивĕçлипе мăнаçланатпăр.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçин, «вĕри точкăсенче» çапăçса интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă ентешсен умĕнче пуç таятпăр. Хальхи вăхăтра çĕршыв чиккисене сыхлакансем, çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансем те тав сăмахне тивĕçлĕ.

Кашни арçын хăй çемйишĕн кил тĕрекĕ, тăванĕсемпе çывăх çыннисемшĕн çирĕп шанчăк пулма тивĕçлĕ.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, çемьере килĕшÿ, тăнăç пурнăç сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                                  А.Г.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ             Л.В.Левый.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code