Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Кăмăл туртăмне аталантарасчĕ

Кăмăл туртăмне аталантарасчĕ

Юлашки вăхăтра шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентес ыйтăва тĕрлĕрен çавăрттарма – хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕнчен çак предмета хирĕçле шухăшсем те сисĕнме пуçларĕç. Кирек мĕнле наци çынни те хăйĕн тăван чĕлхине вĕренессине тĕпе хурать, пирĕн те çаплах пулмалла. Кунта урăхла шухăш пулма та пултараймасть.

Шăкăрин юхса пыракан чĕлхемĕрĕн çÿпçи тарăн та иксĕлми, пин-пин сăмахпа пуянскерĕн, тĕшши те тулли. Çавăнпа илемлĕ те, янăравлă та тăван чĕлхемĕр.

ФГОС программипе вĕренекен классенче ачасенчен çурри ытла вырăс чĕлхипе тăван чĕлхепе калаçнă пек калаçать. Çавăнпа та хамăн кулленхи вĕрентÿ системинчи çĕнĕлĕхсене пăхса тухнă май, ачасен чăваш чĕлхине вĕренес туртăмне еплерех аталантармалли çинчен тишкересшĕн.

Чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чухне мĕне тĕпе хумалла-ха?

Ачана хăй çуралса ÿснĕ яла, района, республикăна, тăван чĕлхене, тăван халăх историйĕпе культурине, йăли-йĕркисене тивĕçлипе хисеплеме, юратма вĕрентесси пĕрремĕш вырăнта пулмалла. Шăпăрлансем чĕлхемĕрпе тĕрĕс те илемлĕ калаçчăр. Çакăнтах вĕсен патриотла туйăмне, мăнаçланăвне çирĕплетесси те тĕп ен пулма кирлĕ. Çĕршыва, унăн нумай нациллĕ халăхне хисеплеме вĕрентессине те манмалла мар.

Чăваш чĕлхине ăнăçлă вĕрентес тесен, ачасене предмет патне кăсăкланса туртăнма пулăшакан меслетсем кирлĕ. Хальхи вĕрентÿ стандарчĕсен тĕллевĕ те çыннăн пĕлÿпе пултарулăх пахалăхне пăхса ăна малалла аталантарасси пулса тăрать. Урăхла каласан, вĕренекен кирлĕ информацие хăй тĕллĕн шыраса тупма, тишкерме, пĕтĕмлетсе татса пама пултартăр. Тĕрлĕ ушкăнри çынсемпе хутшăнма пĕлтĕр. Сывлăха çирĕплетесси кулленхи хăнăхăва куçтăр унăн. Талантсăр ача çук теççĕ те, кашнин пултарулăхне пирĕн курма пĕлмелле, ăна аталантарса пыма майсем туса памалла.

Апла пулсан, ачасене паянхи пурнăç ыйтнă пек вĕрентес тесен тарăн пĕлÿ панисĕр пуçне шухăшлама, харпăр хăй тĕллĕн пĕлÿ пухма, пĕтĕмлетÿсем тума, йывăрлăхсене çĕнтерме те хавхалантарас пулать.

Кашни вĕрентекен паян компьютерпа туллин усă курнă май, лексика, орфографипе пунктуаци йĕркисене пăхăнса тĕрлĕ енлĕ пуян урок йĕркелеме пултарать. Интернет ресурсĕсемпе усă курмалли майсем вара чылай. Вăл кашнине кĕске вăхăтра пысăк калăпăшлă кирлĕ информаци тупма пулăшать. YouTube усă курни те учитель ĕçне çăмăллатать. Интернет урлă библиотекăра тупайман произведенисене те тупса вулама пулать, сăмахран, https://chuvas.org/lib адреспа вырнаçнă «Электронлă вулавăш» ресурсах илер. Унта кашни писателĕн хайлавĕсене кĕртнĕ. Е тата Чăваш халăх сайтнех илĕпĕр: https://chuvash.org/. Унти «Чăваш чĕлхи» текен страницăна кĕрсен чăваш чĕлхи орфографийĕн тĕп правилисене, словарьсен хушшинче чăвашла-тутарла словарь те тупма пулать. Усă курмалли питĕ нумай.

Ачасене, кĕçĕн класран пуçласах, тĕрлĕ проект ĕçне явăçтарма тăрăшмалла. Вăл вĕсен фантазине, творчествăлла шухăшлавне, хăй тĕллĕн ĕçлессине аталантарма пулăшать. Пурнăçра инновациллĕ кирек мĕнле меслете çул панипе пĕрлех вĕренекенсене тăван чĕлхепе, культурăпа кăсăклантармалла, илĕртмелле. Вĕсен чăваш чĕлхине вĕренес кăмăл туртăмне, ăна лайăхрах та тарăнрах пĕлес туйăмне çуратмалла. Çак палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсен эпир хамăр «акнă çимĕçсен тухăçне» те курăпăр.

Алена ДАНИЛОВА,
Елчĕкри вăтам шкул, кĕçĕн классен вĕрентекенĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code