Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 1-мĕш разрядлисем

1-мĕш разрядлисем

1991 çулта пĕрремĕш разряда тивĕçнисем пĕтĕмпе 5-ĕн пулчĕç: ирĕклĕ майпа кĕрешессинче Сергей Журавлев, Юрий Иванов /Елчĕк/, Михаил Емельянов /Тăрăм/, йывăр атлетикăра Андрей Савуков /Елчĕк/, кире пуканĕ йăтассинче Иван Волков /Аслă Елчĕк/.

Çак çулах 3 çамрăк спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене пурнăçланине палăртса хăварас килет.

1992 çул разрядниксен шучĕпе савăнтармарĕ тесен тĕрĕсех пулĕ. Тăваттăн – çăмăл атлетсем Ольга Сергеевăпа /Хăвăлçырма/ Полина Куликова /ял ячĕ паллă мар/ тата йывăр атлетсем Вячеслав Николаевпа /Патреккел/ Роберт Баранов /Елчĕк/. Аса илтеретпĕр, Роберт Петрович хальхи вăхăтра Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Генеральнăй штабĕнче службăра тăрать, генерал-майор.

1993 çул. Иртнĕ çулсенчи пек йĕлтĕрçĕсем ÿсĕм тăваймарĕç. Сăлтавĕсене нормативсене хăпартнипе, ирĕклĕ чупăва /коньковый ход/ тÿрех хăнăхса çитейменнипе, йĕлтĕр трассине таптаса хытарма техника çуккипе çыхăнтармалла пулĕ. Анчах çав вăхăтрах штангистсемпе кĕрешекенсем районшăн пысăк балсем пуçтарчĕç.

Елчĕкре çуран чупакансен тата ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен спорт çуртне /директорĕ Николай Виноградов/ уçнипе, çавăн пекех республикăра, районсенче «Урожай» спорт обществи хăйĕн «ĕмĕрне» вĕçленипе те паллă пулчĕ ку çул.

Сергей Мисяков, Александр Николаевич Филиппов /Елчĕк/, Алексей Мольков /Аслă Елчĕк/, Сергей Осипов /Аслă Пăла Тимеш/, Константин Иванов, Александр Скворцов /Патреккел/ йывăр атлетсем, Юрий Петров, Алексей Смирнов /Кĕçĕн Таяпа/, Александр Пыркин /паллă мар/ çăмăл атлетсем – 1-мĕш разрядри спортсменсем.

Сăмах май каласан, 1993 çулта Елчĕкри Эдуард Дмитриев ирĕклĕ кĕрешÿре, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Сергей Шелтуков йывăр атлетикăра спорт мастерĕн кандидачĕсем пулса тăни – тепĕр ÿсĕм. Сергей Сильвестрович, пĕлетпĕр, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ пулса ĕçлерĕ.

1994 çул. Мана район администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕн заведующине çирĕплетрĕç. «Урожай» спорт обществи пулманнипе те-и, ку çул тÿрех çĕкленсе каяймарăмăр – 3 разрядник çеç çырăнчĕ ăмăртусен протоколĕсене: Тÿскелĕнчи Сергей Адюковпа Патреккелĕнчи Сергей Плотников штангистсем тата Аслă Елчĕкри Петр Петрушкин велосипедист.

1995 çул кĕрешÿçĕсен палăрăмĕпе пуçланчĕ темелле. Вăл списока Елчĕкри Алексей Иванов, Кармалти Михаил Лапшин тата пĕртăван Алексейпе Андрей Лапшинсем уçрĕç. Штангистсем те çырăнчĕç кунта: Алексей Вассияровпа Виктор Никифоров /Елчĕк/.

Çуллахи тата хĕллехи ГТОн нумай енлĕ ăмăртăвĕсене урăхла спорт классификацине кĕртрĕç – полиатлон. Аслă Елчĕкри Олег Убасев çуллахи полиатлон енĕпе разрядçă пулма тивĕçрĕ. Лаш Таяпари Николай Воронин кире пуканĕ йăтассипе вăл йыша кĕчĕ.

1996 çул. Пĕрремĕш разряда тивĕçнисен шучĕпе тухăçлă çулталăк тесен те йăнăш мар пулĕ. Спортăн 5 тĕсĕнче кĕнĕ çак йыша. Йĕлтĕрçĕсенчен Алексей Убасевпа Олег Убасев /Аслă Елчĕк/, Александр Николаев /Кĕçĕн Таяпа/, Сергей Трофимовпа Владимир Павлов /паллă мар/, кĕрешекенсенчен Петр Алюкинпа Сергей Чернов, Александр Кузнецовпа Сергей Соловьев /Елчĕк/, Сергей Капсулов /Аслă Елчĕк/, Сергей Красновпа Андрей Федоров /Кармал/, штангистсенчен Эдуард Никоновпа Вячеслав Николаев, Виктор Никифоровпа Эдуард Шашков /Елчĕк/, çăмăл атлетсенчен Иван Черновпа /Тăрмăш/ Виталий Хушкин /Аслă Елчĕк/, кире пуканçăсенчен Николай Васильев /Аслă Шăхаль/, Александр Михайлов /паллă мар/ районăн спорт летопиçне кĕрсе юлчĕç.

1997 çул разрядниксен тĕлĕшпе чухăнрах. Йĕлтĕрпе чупса ку ушкăна Чăваш Тăрăмĕнчи Олег Головин, Аслă Елчĕкри Алексей Агеевпа Иван Чернов, штанга йăтассипе Елчĕкри Александр Обручковпа Андрей Теллин, Аслă Елчĕкри Алексей Петрушкин çеç кĕнĕ.

1998 çул. Разрядниксем вара ку çул сахал мар тухнă: Алексей Горшков, Сергей Печков, Игорь Мешков, Сергей Чернов /Аслă Елчĕк/, Александр Нягин, Владимир Ишмуратов /Елчĕк/ кĕрешекенсем, Юрий Макаров /Лаш Таяпа/, Алексей Марков /Кивĕ Эйпеç/, Алексей Демьянов /Елчĕк/ йывăр атлетсем, Сергей Чернов /Тăрăм/, Виталий Орехов /Аслă Елчĕк/, Сергей Павлов, Николай Михайлов, Дмитрий Николаев /Кĕçĕн Таяпа/ йĕлтĕрçĕсем.

1999 çул. Районти хĕрарăмсен культурăпа спорт фестивальне ирттерме пуçларăмăр. Унашкал массăллă мероприяти нихăш районта та пулман.

Хĕллехи полиатлон та хăйĕн «çимĕçĕсене» аванах пачĕ – 5 разрядник хутшăнчĕ. Вĕсем: Вера Корнилова, Андрей Жуков /Курнавăш/, Альбина Ярославлева, Сергей Смирнов /Кĕçĕн Таяпа/, Олег Головин /Чăваш Тăрăм/.

Кире пуканне кăмăллакансем те маххă памарĕç. Павел Григорьев, Александр Алексеев /Кивĕ Эйпеç/, Алексей Скворцов /Патреккел/, Алексей Ловкин, Николай Чернов /Хăвăлçырма/ палăрчĕç кунта.

Алина Козлова, Сергей Смирнов /Кĕçĕн Таяпа/, Роза Галяутдинова /Сăрьел/ çăмăл атлетсене те эпир пĕлме тивĕç паян.

2000 çул. Европа, тĕнче шайĕнче ветерансем хушшинче кире пуканĕ спорчĕн турнирĕсен призерĕ Геннадий Туманов тăван ялĕнче – Çĕнĕ Эйпеçре секци йĕркелесе ярать. Унăн вĕренекенĕсем Юрий Осипов, Василий Воробьев, Дмитрий Дружинин, Юрий Черняков – 1-мĕш разрядри спортсменсем. Çавăн пекех Елчĕкри Алексей Васильевпа Аслă Елчĕкри Александр Петрушкин, Кавалти Петр Фотламов, Станислав Головин, Кивĕ Эйпеçри Григорий Григорьев, Хăвăлçырмари Андрей Галкин, Таяпа Энтринчи Алексей Морозов, Лаш Таяпари Петр Тунгулов та ку командăра – пысăк вăй.

Хĕллехи полиатлон ку çул та лайăх «тухăç» пачĕ. Алина Ласточкина, Денис Вастулов, Александр Орехов /Аслă Елчĕк/, Сергей Павлов, Сергей Козлов /Кĕçĕн Таяпа/, Зинаида Алексеева /Кармал/ ячĕсем ăмăртусен протоколĕсенче халĕ те упранаççĕ. Александр Васильев, Владислав Амаюков, Алексей Афанасьев /Елчĕк/, Александр Герасимов /Энтепе/ пирки те çавнах калама пулать. Аслă Елчĕкри Алексей Мешков пауэрлифтингра 1-мĕш разряда тултарни те çĕнĕлĕхпе тан. 2021 çул вĕçĕнче кандидат нормативне тултарчĕ вăл.

Статьяра асăннă ентешсем хушшинче спорт картлашкипе çÿле çĕкленнисем сахаллăн мар. Вăл – урăх тема. Эпир вара 1-мĕш разряд нормативне тултарнисемпе паллаштарас терĕмĕр. Хăвăр шухăшăрсене редакцие шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.

Николай АДЮКОВ,
ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code