Суббота, 22 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Юсав ĕçĕсем пыраççĕ

Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене çулсерен çĕнĕ сăн кĕртни куç умĕнче.

Хальхи вăхăтра Кооператив урамĕнчи 77-мĕш çуртăн тăррине тĕплĕ юсас ĕç пырать. Ĕçе регионти капиталлă юсав проекчĕпе килĕшỹллĕн «Калита» сахал яваплă общество пурнăçлать. Палăртнă ĕçĕн лаптăкĕ 872 тăваткал метр, проект хакĕ — 2436 пин тенкĕ.

Юсав мĕнле пынипе район ертỹлĕхĕ кăсăкланнă, строительсене палăртнă ĕçсене тивĕçлипе пурнăçлама ăнăçу суннă.

Çĕнтерỹçĕ паллă

«Çулталăкри учитель-2022» районти конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ Елчĕк шкулĕнчи акт залĕнче иртнĕ.

Районти конкурса 11 педагог хутшăннă. Пĕрремĕш тапхăрти тупăшусем хыççăн мала тухнă виçĕ вĕрентекен уçă дискуссире хăйсен тарăн калаçăвĕпе, тĕплĕ шухăшлавĕпе тыткăнланă. Кăçал чи нумай балл пухса «Çулталăкри учитель» ята Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкулти Ираида Павлова çĕнсе илнĕ. Ираида Николаевна педагог ĕçĕнче 30 çул ытла тăрăшать. Вăл ачасене биологи тата хими предмечĕсене вĕрентет.

Лауреатсен йышĕнче — Елчĕк шкулĕнчи физкультура учителĕ Виктор Демьянов тата Курнавăшри кĕçĕн классене вĕрентекен Оксана Мясникова.

«Пациентăн чи лайăх шкулĕ»

Елчĕкри тĕп больница республикăри тĕрлĕ шайри конкурссене тивĕçлипе хутшăнать.

Çак кунсенче республикăри медицина профилактикин тата общество сывлăхĕн центрĕнче районсенчи медицина профилактикин специалисчĕсен ĕçлĕ канашлăвĕнче хыçа юлнă çулталăк ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ. Унта вырăнсенче профилактика ĕçĕсене ирттерес тата сывă пурнăç йĕркине тытса пырас енĕпе йĕркеленĕ конкурссене те пăхса тухнă. «Пациентăн чи лайăх шкулĕ» конкурсра Елчĕксем çĕнтерỹçĕн дипломне тивĕçнĕ. Районти больницăри медицина профилактикин медицина сестри Любовь Фомкина коллективăн пĕрлехи çитĕнĕвĕпе питĕ кăмăллă.

Донор пулни сăваплă

Районта донор кунĕсем пысăк активлăхпа иртеççĕ. Юн паракансен йышĕнче — тĕрлĕ сферăра вăй хуракансем.

«Раççей хисеплĕ донорĕ» кăкăр çине çакмалли паллăна илнисене патшалăх çулсерен пĕр хутчен паракан тỹлевпе тивĕçтерет. Кăçал районти 94 донор апрель уйăхĕнчен кая юлмасăр 15713,84 тенке тивĕçĕ.

Призерсен йышĕнче

Шкул ачисен регионсем хушшинчи чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ олимпиадине 140 яхăн шкул ачи хутшăннă.

Призерсен йышне Елчĕк шкулĕнчи 11 класри Диана Ванюшина тата Çĕнĕ Пăвари 10 класри Мария Иванова кĕнĕ. Пултаруллă ачасене тăван чĕлхе илемне вĕрентекенсем — Г.Каринкинăпа С.Павлова.

Инкекрисене пулăшса

Донецк тата Луганск Халăх Республикисенчи йывăр лару-тăру пирки илтмен çын çуках ĕнтĕ. Унта халĕ çар операцийĕсем пыраççĕ.

Асăннă тăрăхри мирлĕ халăх Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсене куçса килеççĕ. Вĕсене пулăшу аллине тăсса районти кашни вĕренỹ учрежденийĕ япаласем пуçтарчĕ, парнесене Шупашкарти пулăшу центрне çитерчĕ.

«Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕнче

Елчĕкри ачасен пултарулăх çуртĕнче республикăри «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн муниципалитет тапхăрне пĕтĕмлетнĕ.

«Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри», «Чăваш ташши» номинацисемпе иртнĕ фестивале пуçламăш классенчи 75 ача хутшăннă. Сăвă каласа Богдан Игнатьев, вăйăра «Шăпăрлансем» ушкăн, чăваш юрри юрласа Вадим Баранов, чăваш ташши ташласа «Туслăх» ансамбль (Елчĕк) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем йышăннă ачасем те пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Елчĕк, Патреккел, Курнавăш шкулĕсенче вĕренекенсем уйрăмах палăрнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code