Суббота, 2 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Тĕрĕслевсем пуçланĕç

Тĕрĕслевсем пуçланĕç

Мартăн 15-мĕшĕнчен пуçласа майăн 20-мĕшĕччен çĕршыври шкулсенче Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсем (ВПР) иртĕç.

Ăна 4-мĕш класра вĕренекенсен — виçĕ, 5-мĕшсен тăватă предметпа çырмалла пулĕ. 6-8 классенче икĕ предметпа (вырăс чĕлхипе математика) пурин те тĕрĕслеве хутшăнмалла, тепĕр икĕ предмета вара — суйламалла. 10-11 классем тĕрĕслев ĕçне мартăн 1-25-мĕшĕсенче ирттерĕç — хăш кунне кашни шкул хăй палăртать.

Каласа хăвармалла: кăçал республикăра 394 вĕренекен ВПР çырĕ. Хальхинче ĕçсене компьютерпа та пурнăçлама май пулĕ. Сăмахран, Чăваш Енри 62 шкулта пĕр е икĕ предметпа тĕрĕслев ĕçне электрон майпа çырасшăн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code