Суббота, 22 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > QR-кода пăрахăçланă пулин те…

QR-кода пăрахăçланă пулин те…

Коронавирус чирне сирсе ярассипе ĕçлекен регионри оперштабăн иртнĕ эрнекунхи ларăвĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев QR-кодсене пăрахăçласси çинчен пĕлтерчĕ. Халĕ учрежденисене кĕнĕ чухне ковид сертификачĕсене ыйтмаççĕ пулин те сыхлăх мерисем çав-çавах сыхланса юлаççĕ: лавккасемпе ытти обществăлла вырăнсенче пулнă чухнехи маска режимĕ, алăсене дезинфекци туса сиенсĕрлетесси, ĕç пỹлĕмĕсене тасатнă чухне ятарлă хатĕрсемпе усă курасси…

Ковид сертификачĕсене пăрахăçланине республика Пуçлăхĕ коронавирус тĕлĕшĕнчи пĕтĕмĕшле лару-тăру самайланнипе сăлтавларĕ. Роспотребнадзор кăтартăвĕсене тĕпе илсен, юлашки эрнере регионра коронавируспа чирлесси 3 хутчен чакнă. Унсăр пуçне, эпидемиологсем «омикрон» штамм, малтанхи «дельта» штампа танлаштарсан, «йăвашрах» пулнине ĕнентереççĕ. Ачасем те, çула çитнисем те малтанхинчен сахалрах чирленĕ. Анчах коронавируса йывăрпа ирттерекен çынсем те сахал мар. Регионта çак хăрушă чире пула вилнисен хисепĕ те, Раççейри кăтартусемпе танлаштарсан, пысăкрах пулнине сывлăх сыхлавĕн министерствинче те пытармаççĕ. Çаксене пурне те шута илсе Олег Николаев:

Хăвăрт аталанакан вирус çулне пỹлес тесе оргкомитет килĕшнипе йĕркелекен пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ мероприятисене ирттернĕ чухне сыхлăх мерисене пăхăнассине малти вырăна хумалла, — терĕ. Çавăн пекех вăл вырăнсенче эпидеми режимне çирĕплетессипе организацисен ертỹçисем, уйрăм предпринимательсем яваплă пулса тăнине тата уйрăмах хавшак сывлăхлă çынсен хутшăнусенчен май пур таран пăрăнма тăрăшмалли çинчен аса илтерме те манмарĕ.

Сăмах май, Чăваш Республикинче хальлĕхе коллективлă иммунитет 48,6 процент анчах çирĕпленнĕ. Хальхи вăхăтра республикăри 8 муниципалитетра прививка тăвасси тивĕçлĕ шайра пулманнине палăртрĕç пулсан, Елчĕк районĕ те çав шута кĕнĕ. Мартăн 4-мĕшĕ тĕлне районта пурăнакансен 63,9 проценчĕ анчах вакцинаци витĕр тухнă. Чирлессипе вара эпир «малтисен» ретĕнче. Çулталăк пуçланнăранпа 484 çын коронавируспа чирленине регистрациленĕ, çав шутран 374-шĕ — февраль уйăхĕнче чирленĕ. Пандеми тапхăрĕ пуçланнăранпа вилнисем те нумаййăн пулни вăрттăнлăх мар. Прививка тутарни анчах чире çăмăлпа ирттерме пулăшнине пĕлетпĕр пулсан та çакна хăшĕ-пĕри ниепле те ăнланасшăн мар. Халăха урăхла мĕнле ĕнентермелле?

(Хамăр корр).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code