Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Аслă Таяпа йĕкĕчĕ — Мускав сцени çинче

Аслă Таяпа йĕкĕчĕ — Мускав сцени çинче

Çемье тĕрекĕ

Аслă Таяпари Юрийпе Зина Тяптушкинсем — ялти чи харсăр та ĕçчен çемьесен йышĕнче. Ыйхă мĕнне пĕлменскерсем чылайăшĕ ырă тĕлĕксем курса тепĕр аяк енне çаврăнса выртнă вăхăтра вĕсем ура çине тăраççĕ. Вите-сарай тулли выльăх-чĕрлĕх усранăран вĕсене тăрантараççĕ, айсарăмне тасатаççĕ, ĕнисене суса сĕте патшалăха сутаççĕ… Тĕрлĕ выльăх картишĕнче: сăвăнакан ĕнесем тăваттă, пушмак пăрусемпе вăкăрсем, сурăхсем. Вĕсемсĕр пуçне Вьетнам сыснисен ăратне ỹстерсе вĕсене çăвăрлаттарма та ỹркенмеççĕ.

Эпир кăна мар, чылайăшĕ вите-картана пушă тытмаççĕ. Икĕ ĕнене алăпа хам, иккĕшне Юрий аппаратпа сăватпăр, — пĕлтерет Зина Михайловна ĕç уншăн чун киленеçĕ пулнипе хăпартланса.

Иртнĕ кунсенче çавра çулне кĕтсе илнĕ кил хуçи хĕрарăмĕ ахаль ларма пĕлмест. Картишĕнчи ĕçсене вĕçлесен хăйсен урамĕнче пурăнакансенчен сĕт пуçтарать. Унтан хĕрарăм кил-çуртри ĕçсене пуçăнать, кухньăра кăштăртатать.

Юрăн картишĕнчи ĕç-пуç часах вĕçленеймест-ха. Çанă тавăрмах тивет. Выльăх нумай усранăран тислĕкĕ те сахал мар пуçтарăнать. Ăна тỹрех тасатса тирпейлесе лаша çунипе хăйсен уйне илсе тухса тăкать. Çула май вара управçăран утă-улăм тиесе килет.

Килти хуçалăхра лаша та кирлĕ ку чухне. Картиш илемĕ кăна мар вăл, хăйне хăй тăрантарать, — тет арçын сăпайлăн.

Çак кунсенче 61 çул тултаракан Юрий Алексеевич кил картинче тăрмашнипе пĕрлех шкулта газ операторĕнче тăрăшать. Ăста алăллăскер техникăпа мĕн пĕчĕкрен туслă. Маларах хуçалăхра водительте ĕçленĕ.

Тяптушкинсен 10 гектар çĕр пур. Унăн ытларах лаптăкĕнче нумай çул курăксем ỹстереççĕ. 1,5 гектар çинче урпа акса-туса илеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн вĕсен пахчине те усăсăр вырттармаççĕ. Унта тымар çимĕç, кавăн нумай çитĕнтереççĕ. Паллах, çак ĕçсене пурне те вăхăтлă тата пахалăхлă туса илме, вĕсене пỹлмене кĕртме вĕсене ачисем пулăшу аллине тăсаççĕ.

Пĕртен-пĕрре килекен ĕмĕрте пĕлсе пурăннăран, ĕçре телей тупнăран типтерлĕ хуçасен уй-хир техники те, трактор-автомашинăсем те пур. Иртнĕ çул, акă, утă тюклакан агрегат туянма мехел çитернĕ. Хăйсен уйĕнчи курăка пуçтарса кĕртсен хресчен ĕçĕнчен ютшăнман тусĕсене пулăшма васкать Юрий. «Алла алă çăвать» тенине шута илсе тус-юлташĕсем вырма вăхăтĕнче Тяптушкинсене комбайнпа тыр-пул пуçтарса кĕртме пулăшаççĕ.

Кирек мĕнле лару-тăрура та 40 çула яхăн пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакан мăшăр чăннипех те çĕр çине пĕр-пĕриншĕнех килнине ĕненетĕн. Сутуçăна вĕреннĕ Кỹлпуç хĕрне Аслă Таяпа лавккине ĕçлеме янă. Тин çеç салтакран килнĕ патвар та маттур каччă илемлĕ сăн-питлĕ, ăшпиллĕ хĕртен куç илеймен. Часах çамрăксем çемье çавăрнă. Пурăна киле тĕп çурт çумĕнчи кивĕ пỹрте туяннă та çĕннине лартнă. Капмар та хăтлă çуртра виçĕ ывăл çитĕнтерсе, тивĕçлĕ воспитани парса вĕсене анлă пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Асли, Алексей, Шупашкарти электромеханика техникумне вĕренсе пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра хăйĕн уйрăм ĕçне йĕркелесе пырать. Сергей Чăваш ял хуçалăх академийĕнче пĕлỹ пухса инженер-механик дипломне илнĕ. Иккĕшĕ те çемьеллĕ. Кинĕсем те хамăр районтанах. Тĕп киле час-часах килсе çỹреççĕ. Кашнийĕн çемйинче хальлĕхе пĕрер ывăл çитĕнет. Çавăнпа та вĕсен йăх-тымарĕ те, вуллисем те çирĕп пуласса ĕненетĕн. Тăтăшах тĕл пулман хушамата чапа яраканни вара Юрийпе Зойăн кĕçĕн ывăлĕ — Раççей театр тата кино актерĕ Владимир Тяптушкин.

Ачалăх урхамахĕ

Иккĕмĕш ывăлĕнчен 10 çул кĕçĕнрех Володя мĕн пĕчĕкрен амăшĕ çумĕнче ỹснĕ. Ялта ача сачĕ пулманран шкулти столовăйĕнче тăрăшакан Зоя ăна хăйпе пĕрле шкула илсе çỹренĕ. Тепĕр чухне, шкул çывăхра пулнăран, амăшне кĕтмесĕрех юлташĕсем патне вĕренме васканă шăпăрлан. Пилĕк çулта чухне вара аслă тусĕсем патне класс алăкĕ патне кĕнеке-тетрадь йăтса пырса тăма пуçланă. Антонина Адюкина учительница ăна ачасемпе пĕрле вĕренме сĕнсен Володьăран телейли пулман та тăр. Антонина Васильевна пиллĕкре чухнех çак ачара темле хăйне евĕрлĕ талпăну, хавхалану тапса тăнине туйнă. Ачана пур енлĕн аталантарса пыма майсем тупнă. Пĕрремĕш вĕрентекенĕн парнине, хутран ăсталанă медале (унта «114 сăмах, хăвăрт та тĕрĕс вулакан» тесе çырнă) типтерлĕ упраççĕ çемьере.

Кĕçĕн классенчех Володя кĕнеке вулама юратнă. Ял библиотекинчен тухма пĕлмен. Тĕрĕс наука илĕртмен ăна, ытларах гуманитари дисциплинисене кăмăлланă. Аслă классенче вара класри, шкулти культурăпа массăллă мероприятисенче яланах яваплăхпа палăрнă. 2011 çулта районти КВН фестивалĕнче «Чи лайăх вылякан» ята та тивĕçнĕ. Районти сăвă, юптару вулакансен конкурсĕсене те активлă хутшăннă. Унта тĕрлĕ номинацире çĕнтерсе илнĕ дипломсемпе грамотăсен шучĕ те çук. Сцена çинче хăйне артист пек тытма пĕлнĕ шкул ачи. Ăна ку енĕпе никамах та вĕрентмен. Вăл поэзие ăнланни, хăйĕн пĕчĕк чĕри витĕр кăларни тỹрех курăннă. Кашни сăмаха виçсе, пĕлсе калама ăста пулнă Володя. 9 класра вĕреннĕ чухне республикăри «Тантăш» хаçатра ун çинчен заметка пичетленнĕ. «Пулас артист» ятлă вăл. Тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентнĕ Маргарита Кузнецова:

Эпир вăл артист пулассине пĕлнĕ. Володя уçă кăмăллă, хăйĕн ĕмĕтне пытарман, — тет районти, республикăри «Поэзи çăлтăрĕсем» фестивальсенчен çĕнтерỹçĕпе пĕрре мар таврăннине аса илсе.
Кĕçĕн ывăлĕн мал ĕмĕтне хуçма тăрăшман ашшĕпе амăшĕ. Килте тăтăшах сăвăсем пăхмасăр калама вĕреннине хăнăхса çитнĕ, шутсăр спектакльсенче выляс килнĕ унăн.

Пурпĕрех Сергей Безруков пек артист пулатăп тесе ĕмĕтленетчĕ. Ачан çунатлă ĕмĕтĕнчен кулман, май пур таран малалла талпăнма хавхалантарнă, — тет Зина Михайловна. — Камăн-ха пĕчĕккĕ чухне космонавт, летчик, артист… пулас килмест. Çав çунатлă ĕмĕтсене хуçмалла мар, вара ял ачи те хăйĕн тĕллевне пурнăçлама пултарать. Халĕ çакна питĕ лайăх ăнланатăп.

Володя хаваслă, юлташлă, ĕçчен, çирĕп дисциплинăллă, çынна ырă сунакан ача пулса çитĕннĕ. Юлташĕсем хушшинче авторитетпа палăрнă. Культура мероприятийĕсенче хăйне пур енлĕн çỹллĕ шайра кăтартнă пулсан та, пуçа каçăртман. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне амăшĕ çинчен сăвă та çырнă. Ăна район хаçатĕнче пичетленĕ. Хăйне спортра та пиçĕхтерме тăрăшнă шкул ачи. Ăмăртусенче призлă вырăнсене йышăнайман пулсан та çуран, йĕлтĕрпе чупассинчен пăрăнман.

Аслисем пек техника интереслентермерĕ Володьăна, çапах кашнийĕшĕн çĕр çинче хăйĕн шăпи, çул-йĕрĕ, ăна пĕлсе усă курни пĕлтерĕшлĕ. Чи пахи — хăйсене килĕшекен професси суйласа илни, унпа юратса ĕçлени, — тет Юрий Алексеевич.

Ашшĕ ывăлĕсемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче: эрехпе иртĕнмест, пирус туртмасть, чăн-чăн çемье тĕрекĕ.

Ялти тĕп шкула пĕтерсен Володя малтан мала йыхăракан çунатлă ĕмĕтне пурнăçласа Шупашкарти культура училищине вĕренме кайнă.

Валентина КИРИЛЛОВА.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code