Вторник, 16 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Паллă юрăçа асăнса

Паллă юрăçа асăнса

Наци библиотекинче паллă юрăç, педагог, общество ĕçченĕ Мефодий Денисов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă асăну каçĕ иртнĕ.

Унта ентешĕмĕрĕн творчествине парăннă çынсем, тăванĕсем тата вулавçăсем хутшăннă.

Композиторсем хăйсен юррисене М.Денисова сĕнетчĕç. Мефодий Иванович пултарулăхне халăх та пысăка хурса хаклать, — палăртнă Раççей халăх артисчĕ Юрий Васильев юрăç чăваш культурине тĕрлĕ хулара, çĕршывра çĕкленине асăнса.

Мефодий Иванович пирки ĕçтешĕсем, пĕлĕшĕсем, Шăмăршă районĕнчи ентешĕсем, Игорь ывăлĕн çемйи нумай ырă сăмах каланă, унпа çыхăннă кăсăклă самантсене аса илнĕ. Вĕренекенĕсем вара вăл юрланă юрăсене шăрантарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code