Суббота, 25 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ялан çĕннине шырать

Ялан çĕннине шырать

Шыракан вара тупатех, теççĕ халăхра. Елчĕкри Валерий Изратов уйрăм пайтаçă пирки те кашниех çакна çирĕплетме пултарать. Хăй палăртнине хуть те хăçан пурнăçа кĕртме хăнăхнă вăл.

Пенси çулĕсене хушса пырать пулсан та, йăрă та лара-тăра пĕлменскер-ха вăл. Ыр кăмăллăхĕ те иксĕлми тата унăн. Районта мĕнле мероприяти иртет — Валерий Васильевич пулăшу аллине тăсать. Вăхăтĕнче районти культура çурчĕн директорĕнче ĕçленĕрен те-и, илемлĕх енне туртăнни уйрăмах курăнать унра. «Елчĕк пики», «Елчĕк çăлтăрĕсем» конкурссем, Акатуй… вăл тỹпе хывмасăр иртмеççĕ.

Е тата: Çĕнĕ çул çитиччен пĕр уйăх малтан унăн Елчĕкри «Водолей» лавкка умĕ кану вырăнне çаврăнать. Хуçа чăрăшсем çине йăлтăртату хатĕрĕсем çакса хунипе çеç çырлахмасть, тĕрлĕ композици йĕркелесе юмах тĕнчи калăплать. Тĕплĕ, чунпа пурнăçланă илемлĕх вара ача-пăчана хăй тавра пуçтарать.

Аслă Çĕнтерỹ кунĕччен чылай маларах, кăçал та çапла пулĕ, лавккапа юнашар вăрçăра пулнă ашшĕпе амăшĕн, хăйĕн, ывăлĕсен — çарта пулнисен сăн ỹкерчĕкĕсене вырнаçтарать Валерий Васильевич. Çапла майпа патриотла туйăма çĕклет вăл.

2022 çула Чăваш Енре Паллă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртнă. В.Изратов, мĕн тетĕр, каллех çĕнĕлĕхе çул панă: культурăра палăрнă хăш-пĕр ентешсене халалласа стенд йĕркеленĕ.

Геннадий Волков академик йăхĕнчен тухнăран та мар-и, Изратовсен илеме туйма-курма пĕлни, ăна халăх патне çитерме ăнтăлни пурах çав. Стенд çине Валерий Васильевич аппăшĕсен — РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Татьяна Шаркова, Галина Изратова ỹнерçĕсен портречĕсене вырнаçтарнă. Вĕсен искусствăри ăсталăх тỹпине уçса кăтартасси, паллах, уйрăм тема. Унтах Раççей тава тивĕçлĕ артисткин Вера Голубеван, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсен — Алексей Егоровăн, Федор Черновăн, Геннадий Борисовăн, Валерий Комиссаровăн, Надежда Смирнован, çавăн пекех паллă çыравçăн, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Василий Эктелĕн сăн ỹкерчĕкĕсемпе юнашар вĕсен сумлă наградисене палăртнă.

В.Изратов ырă та пĕлтерĕшлĕ ĕçсене никам сĕннипе-хушнипе мар, кăмăлтан, чун-чĕре ыйтнипе тăвать. Малашлăха тулли шанăçпа пăхакан, çĕннине çул паракан, илемлĕхе хаклама тата туптама пĕлекен çын. Урăхла пултараймасть те вăл.

Н.МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code