Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Каварлă чире çĕнтерме пулать

Каварлă чире çĕнтерме пулать

Туберкулез — ерекен чир. Ăна пуçарса яраканни туберкулез патакки шутланать. Çак чирĕн вирусне нимĕç бактериологĕ Роберт Кох 1882 çултах тупса палăртнă. Чир ытларах чухне пĕр çынран теприне сывлăш урлă ерет. Туберкулезпа чирленĕ çын ỹсĕрнĕ, апчху тунă, кулнă, калаçнă чухне сурчăкпа сĕлекен вĕтĕ тумламĕсем йĕри-таврана 2 метртан пуçласа 9 метр таран сарăлаççĕ, сывлăшра 30-60 минут тытăнса тăраççĕ. Çавăн пек тумламсенче туберкулез бактерийĕ питĕ нумай. Сăмахран, пĕр тумламра 2-3 миллион таран пулма пултарать. Вĕсем сывлăшпа тỹрех ỹпкене лекеççĕ.

Чирлĕ çыннăн мĕнпур органĕсем сиенленеççĕ. Çапах чи малтан ỹпкерен пуçланать. Унтан вăл шăмăсене, çỹлти сывлăш çулĕсене тата хырăмлăха лекме пултарать. Шăк, каяш, выльăх-чĕрлĕх, сĕт продукчĕсем, пиçсе çитмен аш-какай урлă та ерет. Чирлĕ чăх çăмарти, уйрăмах ăна чĕрĕлле çисен, çак чире пуçарма пултарать. Сывă мар çын урайне сурни, çемьере пурте пĕр савăтпа тата пĕр алшăллипе усă курни уйрăмах хăрушă. Уçă формăллă туберкулезпа чирленĕ çынсен шкулсенче, столовăйсенче, апат-çимĕç лавккисенче ĕçлеме юрамасть. Ĕçкĕпе ашкăнакан, пирус туртакан, наркотиксемпе туслă çынсен чир вăрахрах, йывăртарах иртет. Юлашки çулсенче районта çак чир хăрушлăх кăларса тăратать.

Хăвăрăн туберкулез пуррине пĕлме йывăр, мĕншĕн тесен унăн паллисем ытти чирсенни евĕрлех. Çапах та сăлтавсăрах, хăвăрт ывăнатăр, пĕрмаях тарлатăр (уйрăмах çĕрле), апат анмасть, виçе чакса пырать, ỹсĕретĕр, кăкăр тĕлĕнче ыратать пулсан, ỹт-пỹ температури ỹссе кайсан тата çак паллăсем уйăхран та иртсе каймасан сирĕн рентген тĕпчевĕ витĕр тухмалла.

Енчен те туберкулез паллисене вăхăтра тупса палăртсан çак каварлă чире çĕнтерме пулать. Çулталăкра пĕр хутчен флюорографие кĕни хăвăршăн та йĕри-таврари çынсен сывлăхĕшĕн те усăллă. Çỹлерех асăннă паллăсене асăрхасан çулталăк çитессе кĕтмесĕрех рентген витĕр тухмалла, врач патне пымалла. Ачасен туберкулез паллине тĕрĕслекен меслет вăл — Манту проби. 7 çул тултариччен ачасене ăна лартаççĕ тата аслăраххисене — Диаскинтест проби. Тин çуралнисене ача çуратмалли уйрăмрах БЦЖ прививки тăваççĕ.

Çак хăрушă чиртен сыхланас тесен физкультурăпа туслă пулмалла, уçă сывлăшра нумай çỹремелле, тутлă çимелле, таса та тирпейлĕ пурăнмалла.

Л.КАПЛАМОВА,
фтизиатр врач.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code