Суббота, 7 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Интернет çыхăнăвĕнчи

Интернет çыхăнăвĕнчи

сайтсенче экстремистсен çулне пỹлес тесе сахал мар ĕç пурнăçланать. Ку енĕпе «юраман темăсен» ятарлă списокне те хатĕрленĕ. Вулама юраман кĕнекесем библиотекăсене те лекме пултараççĕ-ши?

Экстремистла материалсем библиотека фончĕсене те лекме пултараççĕ. Республикăри муниципалитетсен, Наци библиотекин фончĕсенче экстремистла документсен 25 экземплярне тупнă, — хыпарлаççĕ тĕп хулари вулавăшран. — Библиотекăсене патшалăх регистрацилемен тĕн организацийĕсенчен тĕрлĕ литература йышăнма чарнă. Экстремистла литература пуласран сыхланса фондсене уйăхра пĕр хутран кая мар тишкеретпĕр.

Хайхи 25 экземпляра шăпах çапла майпа тупса палăртнă. Унашкал литературăна, документсене акт çырса тĕп тăваççĕ. Тишкерсе тăни кирлех, мĕншĕн тесен вăл е ку литература чылай чухне малтан «юраманнисен» списокĕнче мар. Кам та пулин суда парсан тин вĕсене тĕпчеççĕ — экстремизм сĕмĕ пулсан тивĕçлĕ реестра кĕртеççĕ.

Çав 25 экземплярпа та çаплах пулнă. Калăпăр, пĕр кĕнеки — 1994 çулта кăларнăскерех. Вăл чĕрĕк ĕмĕр ытла никама та кирлĕ пулман, унтан экстремистла литература шутне кĕнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code