Вторник, 23 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Патăрьелĕнчи

спорт комплексĕнче алă вăйĕ виçессипе республика ăмăртăвĕ иртнĕ.

2007-2008 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе хĕр ачасем 130 ытлан хутшăннă унта. Хăйсен виçисенче призерсен йышне Елчĕксем те кĕнĕ: Егор Яковлев, Дарья Васильева (Курнавăш шкулĕ), Карина Карсакова, Камилла Скворцова (Патреккел), Кристина Кульмакова (Аслă Таяпа), Никита Алексеев (Кушкă).

Елчĕкри

«Улăп» ФОКра вĕренỹ тытăмĕнчи профсоюзăн (ертỹçи С.Скворцов) республикăн кăнтăр районĕсенчи çамрăксен канашĕн хастарĕсем волейбол турнирĕнче тупăшнă.

Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламланă май, туслă çыхăнăва малашне те çирĕплетсе пыма ырă суннă. Командăсем вара пĕринчен тепри ăста вылянă. Çивĕч тĕл пулусенче Елчĕксене ытларах ăннă: вĕсем Каçалсене, Шăмăршăсене, Патăрьелсене парăнтарса кубока çĕнсе илнĕ. Пирĕн командăри вăйăçăсен — Диана Турхан, Александр Купташкин, Алина Паймина, Елена Портнова, Валерий Архипов, Надежда Мешкова, Регина Арефьева, Павел Портнов ăсталăхĕпе куракансем киленсе тăнă.

Кавалти

спортзалта ялти «Олимп» футбол клубĕн членне Георгий Соловьева асăнса юлташĕсем черетлĕ мини-футбол турнирне йĕркеленĕ.

Ултă команда хушшинче вăйлисен ушкăнĕнче — «Олимп», «Тимеш», «Лаш Таяпа» футбол клубĕсем. Уйрăм спортсменсенчен Евгений Носов, Кирилл Сальников, Дмитрий Леонтьев палăрнă. Ăмăртăвăн тĕп судйи, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Алексеев турнира ирттерме пулăшнă пултаруллă çамрăксене Тав хучĕсемпе чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code