Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çар çынни валли парне»

«Çар çынни валли парне»

çĕнĕ акци вăй илет!
Пуçаруçи — хĕрарăм,
Маттур пулни куçкĕрет!

Елчĕк районĕнче пурăнакансем Донецк тата Луганск халăхне, Украина гражданĕсене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерес ĕçре малтанхи вăхăтранах хăйсен тивĕçлĕ тỹпине хываççĕ. Раççейри Хĕрарăмсен Канашĕн пуçарăвĕпе хальхи вăхăтра пурнăçланакан акцире — Украинăри ятарлă операцие хутшăнакан çар çыннисене парнесемпе тивĕçтерес ĕçре те ентешсем пуçаруллă пулнипе палăраççĕ. Ытларикун районтан пĕр автомашина туллиех тĕрлĕ япала ăсатнă.

Раççей пуласлăхне сыхлассипе кунран-кун паттăрлăх кăтартакан салтаксемпе офицерсене уйрăм тимлĕх уйăрассишĕн, çак тĕллевпе вĕсем патне парнесем çитерессишĕн халĕ пурте пĕр çын пек пулса кар! тăнине хамăр район тĕслĕхĕнче те уççăн куратпăр ĕнтĕ. Çак акцире управçă аннен ыркăмăллăхĕ те яр уççăн йĕрленет. Сăмах май, районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Лариса Васильева ертсе пынипе иртнĕ эрнере Аслă Таяпа тата Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенче хĕрарăмсен пайташĕсемпе йĕркелесе ирттернĕ тĕл пулура та çак ыйту малти вырăна тухрĕ. Вырăнсенчи хĕрỹ чун-чĕреллĕ хĕрарăмсем каланă сăмаха çилпе вĕçтермен — çийĕнчех çак пархатарлă ĕçе пикеннĕ. Аслă Таяпа, Чăваш Тăрăмĕ, Шуршу ялĕсенчи хĕрарăмсен канашĕсен ертỹçисем — Елена Сапожникова, Галина Малова, Антонина Павлова çакăн пирки ăнлантарса парас шухăша асра тытса çав кунхинех халăхпа тĕл пулнă. Чи йывăр та кăткăс самантсенче çухалса каймасăр çĕнтерĕве çывхартма пулăшакан çар çыннисен умĕнчи тивĕçе пурнăçласа çак пархатарлă ĕçе вĕсем пурте сăмахсăрах хутшăнма, хăйсен тивĕçлĕ тỹпине хывма килĕшнĕ. Çапла майпа вĕсем çар çыннисем патне парнесем илсе çитерес тĕлĕшпе Елчĕкри вăтам шкулта уçнă ятарлă пункта хăйсен пулăшăвне илсе çитерме Антонина Павловăпа Елена Сапожниковăна шаннă. Чăваш Тăрăмĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Эльвира Фомкина вара çак акцире чи хастарри пулса тăнă. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсем те çак сăваплă ĕçрен айккинче тăрса юлман — хăйсен тивĕçлĕ тỹпине хывнă. Хĕрарăм — анне. Анне вара — кил управçи. Вăл ялан ачисемшĕн çунать. Унăн ырă кăмăлĕн çăл куçĕ нихăçан та типес çук. Çав тарăн çăлăн сиплĕхлĕ шывĕ пурин валли те çитет мар-и?

Юлашки кунсенче районти пур шкулсемпе культура учрежденийĕсем, район администрацийĕн, МФЦ коллективĕсем, Ĕнел халăхĕ, уйрăм çынсем пĕрле пухăнса шкула илсе çитернĕ парнесене инçе çула меллесе ăсатма — курупкăсемпе пакетсене тирпейлĕн вырнаçтарма педагогика коллективĕнчен çынсене ятарласа уйăрнă. Ятарлă пунктра пулса курнă май, çакă та тỹрех куçа курăнчĕ: кунта кашни япалана (пылак çимĕç, шăл тасатмалли паста, щетка, пакетланă чей, нуски, кофе, час пиçекен кĕрпе, супăнь, майка-футболка…) юратса пуçтарни-туянни сисĕнет. Хĕрарăмсем çынна куллен усă курма мĕн кирлине лайăх пĕлеççĕ çав. Вĕренекенсем салтаксемпе офицерсем патне çырнă çырусем те чуна кĕрсе вырнаçаççĕ. 6 «б» класра вĕренекен Виктория Кириллова хăйĕн чун-чĕрин ăшшине парса, акă, мĕнле йĕркесем шăрçаланă: «Хисеплĕ салтак! Эпир сирĕн сывлăхăршăн, пурнăçăршăн пăшăрханса çывăх çыннăмăрсемпе пĕрле сирĕншĕн Турра кĕл тăватпăр. Раççей пуласлăхĕ — сирĕн аллăрта»!

Светлана АРХИПОВА,
хĕрарăмсен районти канашĕн пайташĕ.

Автор сăн ỹкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code