Среда, 17 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Савăнăçлă кăмăлпа ĕçе каятăп, каçхине çавăн пек кăмăлпах киле таврăнатăп»

«Савăнăçлă кăмăлпа ĕçе каятăп, каçхине çавăн пек кăмăлпах киле таврăнатăп»

Ял хĕрарăмĕ… Хастар та пултаруллă, кил-çурт ăшшипе хăтлăхĕ, çемье телейĕ, хуçалăх тĕрекĕ те вăл. Эпир ача-пăча чухне ял хĕрарăмĕ тесен чи малтанах куç умне ир-ирех ферма утакан выльăх-чĕрлĕх пăхакансем е сенĕк-кĕреçе, çулла муттик йăтса уй-хире васкакан колхозницăсем куç умне тухса тăратчĕç. Çĕнĕрен те çĕнĕ саманана куçса пынă май, ял хĕрарăмĕсем çĕр-аннемĕр çинче тата фермăра кăна мар, тĕрлĕ сферăра пиçĕхеççĕ. Мĕнле профессие кăна парăнтармастпăр! «Хĕрарăмăн çỹçĕ вăрăм та ăсĕ кĕске», — текен ваттисен сăмахĕн пĕлтерĕшĕ тахçанах çухалса путланчĕ. Çỹçне çивĕтлесе кăна мар, ăна тĕрлĕ модăллă прическăпа кастарса илемлĕ те ятуллă тăхăнса çỹрет ачаран кил-çуртра тар тăкса ỹснĕ хĕр упраç.

Проектра çăмăл пурнăçа хăнăхман, ир-ирех тăрса кил-тĕрешре, хуçалăхра йĕрке тăвакан, çемьене тăрантарса хăй суйласа илнĕ ĕçе васкакан пурнăçĕпе, ăсталăхĕпе, коллектив тилхепине арçын-ертỹçĕсенчен кая юлмасăр çирĕп те пĕлсе тытса пыракан районти матурсемпе паллаштарас тетĕп. Йышлăн вĕсем пирĕн. Хаçат вулаканĕсен хамăр хушăра утса çỹрекен мухтавлă хĕрарăмсене сăн-питрен палламаллах, вĕсем мĕнле кăмăл-шухăшпа ĕçлесе пурăннине, мĕнре киленĕç тупса малалла ăнтăлнине пĕлмеллех.

Район пуçлăхĕн тивĕçне çỹллĕ шайра тытса пынисемпе, райадминистрацин пай пуçлăхĕсемпе, шкул директорĕсемпе организацисен ертỹçисемпе, хăйсен профессине чунтан парăннисемпе, услам ĕçĕн пуçаруçисемпе, урăхла каласан «бизнес-вуменсемпе»… чуна уçса калаçас шухăш тахçанах çуралнăччĕ.

Сăмахăма район пуçлăхĕпе, районти тĕп больницăн терапи уйрăмĕн заведующийĕпе Алина Васильевăпа куçа-куçăн ларса калаçнинчен пуçлатăп.

  • Алина Геннадьевна, Елчĕк çĕрĕ чăннипех те тĕрлĕ енлĕ пултаруллă хĕрарăмсемпе мăнаçланма пултарнипе килĕшетĕр-и?
  • Чăннипех те çапла. Паянхи ял хĕрарăмĕ пурнăçа хăй еккипе ямасть, çĕнĕ технологи ĕмĕрĕнче малтан мала вĕçтерсе пырать. Мĕнле ĕлкĕрет-ши вăл? Килте те йĕрке унăн, ачи-пăчи те çумра, çав вăхăтрах пуçлăх пуканĕнче те унталла-кунталла пăркаланса мар, çирĕп ларать. Ялсенче харсăр хĕрарăмсем питĕ нумай. Район депутачĕсен пухăвĕн 7-мĕш созывĕнче те хĕрарăмсем иртнĕ суйлавсенчи пек пĕрре е иккĕ çеç мар. Апла пулсан ял çыннисем, ĕлĕкхилле каласан, «халăх тарçисем» пулма шанаççĕ пире. Ырă та мухтавлă ĕçпе палăракан хĕрарăмсемпе пирĕн мăнаçланмаллах, вĕсене пирĕн пĕлмеллех, вĕсемпе савăнмаллах.
  • Алина Геннадьевна, эсир район пуçлăхĕ. Епле мăнаçлăн янăраççĕ çак сăмахсем.
  • Депутатсем районти пухăвăн председательне суйласан малтанах питĕ пăшăрхантăм. Епле пысăк яваплăх! Тухтăрта ĕçленĕ май район шайĕнчи анлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисене тăтăшах тухса çỹреме çăмăлах маррине те туятăп. Çитменнине тата трибуна çинче яка калаçмалли професси те мар манăн. Çапах та ума тĕллев лартрăм: шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçламалла. Кирек камăн та пурнăçра каялла чакмалла мар, шав малалла талпăнмалла, хăвна тĕрлĕ енчен аталантармалла. Шалу парса ĕçлекен вырăн мар-ха тесе тăмастăп, районăн экономикăпа социаллă аталанăвне тĕплĕн тишкеретĕп, мĕн тесен те пирĕн, депутатсен, тĕп тивĕç — район шайĕнчи документсене пăхса тухса тĕрĕс йышăну тăвасси. Район пуçлăхĕ яваплă çын, унăн пур енĕпе те тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла. Сăмахĕсем янăравлă та мăнаçлă илтĕнеççĕ пулсан та курнăçланас йăлам çук. Ман умри район пуçлăхĕсем пекех сăпайлăха, ăшпиллĕхе, ыр кăмăллăха мала хуратăп. Темле пулсан та чи малтанах эпĕ — тухтăр, чун-чĕрепе, çивĕч ăс-тăнпа çынна пулăшма тупа туса шантарнă çын. Хамăн профессие чунтан юрататăп.
  • Эсир Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле практика офисне ĕçлеме килнине паянхи пекех лайăх астăватăп. Вăхăчĕ вара сисĕнмесĕрех иртрĕ.
  • 2006 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕччĕ ун чухне. Чи малтанах сывлăх сиплевĕн çуртне юсаса çĕнетес ĕç тухса тăчĕ. Тỹрех çăмăл мар тиев лексен те кулянман. Ял хĕрарăмĕсем вĕт, нимĕнле ĕçрен те хăрамастпăр. Пачах тепĕр майлă: ял çыннисен сывлăхне вырăнтах пур енлĕн сиплеме май пулнăшăн савăннă. Коллектив туслăччĕ, çамрăкчĕ. Пирĕнпе пĕрле савнă мăшăрсем те çĕрĕ-çĕрĕпе ĕçлетчĕç. Çавăн пекех «Сатурн» хуçалăх нумай пулăшрĕ. Малтанах 5, тепĕр çултан 7 ял халăхĕн сывлăхне пăхса-тĕрĕслесе тăраттăмăр. 2 пин ытла çынна профилактика тĕрĕслевĕ витĕр кăлараттăмăр. Килрен-киле çỹресе кам мĕнле сывлăх ушкăнĕнче тăнине лайăх чухлаттăм. Тепĕр чухне пациентăн хушаматне манса кайсан та унăн вăраха кайнă чир-чĕрне лайăх астăваттăм, тỹрех мĕнпе пулăшмаллине пĕлеттĕм. Вăл çулсенче ялти офиссем пур ĕçе те пурнăçланă: тĕрлĕ анализсем илнĕ, физиотерапи пỹлĕмĕсем те пурччĕ.
  • Алина Геннадьевна, хула пурнăçне ялтипе улăштартăр вĕт ун чухне.
  • Çапла. 2002 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан Çĕнĕ Шупашкарти больницăра тухтăр-терапевтра ĕçлеттĕм. Пурăнмалли кĕтес те пурччĕ. Мăшăрăн ашшĕ çĕре кĕрсен хунямана пĕччен хăварас мар тесе тăван тăрăха таврăнтăмăр.
  • Шăпа тăван ене илсе килнĕшĕн ỹкĕнместĕр-и?
  • Пĕрре те ỹкĕнместĕп. Турă çырнинчен иртеймĕн теççĕ.
  • Кăштах ачалăх сăпкинче чỹхенсе илес килмест-и сирĕн?
  • Чи илĕртỹллĕ вăхăтсем нихăçан та асăмран тухмаççĕ. Çĕнĕ Пăвари Геннадий Степановичпа Антонина Михайловна Мударисовсен йышлă та туслă çемйинче çуралса ỹснĕ. Ултă пĕр тăванран чи кĕçĕнни. «Чи ачашши», — теççĕ мана аслисем. Пиччесемпе аппасем хулана вĕренме тухса кайнă, эпĕ килте, аннен пĕрремĕш пулăшуçи. Кил картинчи ĕçсене пурнăçланă, апат пĕçернĕ, кил-çурта тирпейленĕ, ĕне çитерме кайнă. Аслисем хуларан килессе шутсăр кĕтеттĕм. Ытти ачасем пекех ырлăхра иртнĕ ачалăхăм. Кĕçĕнрех чухне аннепе юнашар тăрса çум çумланă, каярахпа вăл каласса кĕтмесĕрех пахчара кăштăртатнă. Анне мĕн пĕчĕкрен ĕç тĕлне хăнăхтарнă, тирпей-илеме вĕрентнĕ… 11 класс пĕтерсен Канашри медицина училищине вĕренме кайрăм. Медицина сестрин дипломне алла илсен тухтăр пулас ĕмĕт çунат хушнăран И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне медицина факультетне çул тытрăм. 2002 çулта сывату ĕçĕн дипломне алла илтĕм.
  • Пулас мăшăрупа пĕрремĕш хут тĕл пулни те асрах пулĕ-ха.
  • Паллах. Студент чухне кану кунĕсенче тăтăшах киле килес килетчĕ. Ялта клуба тухаттăмăр. Йышлăччĕ яш-кĕрĕм пирĕн тăрăхра. Тăватă ял çамрăкĕ пуçтарăнатчĕ. Юрлаттăмăр, ташлаттăмăр, тĕрлĕ конкурссене хутшăнаттăмăр. Пĕринче çапла Николай мана киле ăсатма пычĕ. Паллашрăмăр. Пĕр шкулта вĕреннĕ пулсан та ăна пĕлмен эпĕ. Манран тăватă çул аслăрах. Салтакран килнĕ. Çапла тĕл пулу хыççăн тĕл пулу йĕркелерĕмĕр, туслă çỹрерĕмĕр. Çемье çавăрнăранпа 23 çул иртнине те сисмерĕмĕр.
  • Савнă çыннăр çинчен те кăштах пĕлес килет.
  • Николай Аслă Шăхальтен. Майор званипе отставкăна тухиччен районти шалти ĕçсен пайĕнче участокри уполномоченнăйра тăрăшрĕ. Халĕ те ахаль лармасть. «Сатурн» хуçалăхра тăрăшать. Мăшăрăм манпа пĕр шухăшлă çын, çур сăмахранах ăнланать, пур енлĕн пулăшать.
  • Çемье пысăк-и сирĕн?
  • Хамăр йышлă çемьере çитĕннĕрен пысăк тееймĕн. Икĕ ача пирĕн. Асли, Денис, аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн Росгвардире службăра тăрать. Çывăх вăхăтра тăван киле таврăнасса кĕтетпĕр. Кристина хĕрĕм шкулта 10-мĕш класра вĕренет.
  • Мĕн вăл сирĕншĕн çемье?
  • Çемье кирек мĕнле лару-тăрура та пĕрремĕш вырăнта тăрать. Мухтав Турра, мана упăшкаран ăннă. Ку енĕпе хама телейлĕ хĕрарăм теме те пултаратăп. Ирхине савăнăçлă кăмăлпа ĕçе каятăп, каçхине çавăн пекех савăнăçлă кăмăлпа таврăнатăп. Мăшăрăн ĕçĕ те вăхăтĕнче лăпкă та канăçлă пулман, манăн та кирек хăш вăхăтра та килтен тухса кайса чирлĕ çынна пулăшу пама тивнĕ. Паян та тепĕр чухне тĕттĕм пулмасăр та киле таврăнаймастăп. Дежурство кунĕсенче больницăрах иртет кун. Пĕлетĕп, килте мана яланах ăнланаççĕ, кĕтеççĕ. Çакă темрен хаклă.
  • Сирĕн çемьен йăли-йĕрки…
  • Васильева пулса тăнăранпах çак кил-çуртăн чысне çỹлте тытма тăрăшатăп. Ватăсем пурăннă чухне те, халĕ те пурте пуçтарăнмасăр апатланма лармастпăр. Ку пирĕн çирĕп йăлана кĕнĕ. Эпĕ ĕçрен часах килеймесен те йĕркене пăсмаççĕ. Мăшăрăм хаваспах каçхи вĕри апат пĕçерет. Эпĕ ир-ирех тухса кайнăран тепĕр чухне ĕнене те унăн сума тивет. Мĕн тери пысăк телей вăл савнă çын сана ăнланни, хисеплени, юратни! Ытти чухне килте пур ĕçе те пĕрле пурнăçлатпăр. Паллах, килте арçын хуçа, ăна ытларах тивет хуçалăх шухăшĕ, ĕç-хĕлĕ.
  • Аслă Шăхальпе Елчĕк çулĕ çывăх мар. Çăмăл машинăпа çỹретĕр-и?
  • Куллен унталла-кунталла çỹресе 24 çухрăма хыçа хăваратăп. Елчĕкри тĕп больницăн терапи уйрăмĕнче пиллĕкмĕш çул ĕçлетĕп. Маларах Елчĕке мăшăрăмпа çула май ларса килеттĕм. Вăл тивĕçлĕ канăва тухсан хамăн руль умне ларма тиврĕ. Водитель удостоверенине илни чылай çул, анчах стаж нумай теейместĕп-ха.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр

Çемье архивĕнчи сăн ỹкерчĕксем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code