Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Пирĕн хĕрсем епле маттур!

Пирĕн хĕрсем епле маттур!

Апрелĕн 20-мĕшĕнче пулса иртнĕ Раççейри донор кунĕнче тĕп больницăра медсестрара вăй хуракан Венера Чернова волонтер пулса хăй ирĕкĕпе çак акцие хутшăнма кăмăл тунă. Çак кун вăл ятарласа Шупашкарти юн илекен станцие çитнĕ.

Хальхипе шутласан, Венера 14-мĕш хут юн панă. Çамрăка пархатарлă ĕçе хутшăнма мĕн хистенĕ?

— Процедура кабинетĕнче ĕçленĕ май çакна пит лайăх ăнланатăп: нумай чухне çыннăн пурнăçĕ донор юнĕ çинче тытăнса тăрать-çке. Çавăнпа çак утăма тума шутларăм, — тет вăл кăмăлтан.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code