Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Атăл илемне кăтартĕç

Атăл илемне кăтартĕç

РФ Патшалăх Думин Туризм комитечĕн депутачĕсем Чăваш Енре июнĕн 23-24-мĕшĕсенче «Шалти туризм ĕмĕрĕ: инфратытăм, мастер-план, экономика» çавра сĕтел ирттерме палăртнă.

Сĕнĕве ЧР Пуçлăхĕ тата Правительстви, Тутарстан тата РФ.Туризм корпораци пĕрле хатĕрленĕ. Туризм инфратытăмĕ тата ăна йĕркелемелли патшалăх пулăшăвĕн мерисем — паянхи куншăн питех те пĕлтерĕшлĕ ыйтусем. Дискусси лапамĕнче федераци спикерĕсемпе эксперчĕсем Атăл çинчи хуласен туризм инфратытăмĕ пирки те калаçĕç. Çавăн чухнех Шупашкарпа Хусан хушшинче «Валдайсемпе» йĕркелеме палăртнă юхан шыв туризмĕн маршрутне те кăтартма май килĕ.

Мăнаçлă Атăл çинче мĕн авалтан транспорт çỹренĕ. Халĕ вара Раççей турисчĕсене Атăл тăрăхĕн илемĕпе пуянлăхне, хăйне евĕрлĕхне кăтартма вăхăт çитнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code