Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Николай Карлина халалланă

Николай Карлина халалланă

Кашни кĕтес пултаруллă та маттур çынсемпе пуян. Комбайнер-и вăл е бухгалтер, сутуçă-и е спортсмен, тухтăр-и е ăсчах, юрăç-и е поэт… Тĕрлĕ профессире палăраççĕ ентешĕмĕрсем.

Кăçал Паллă ентешсен теми питĕ актуаллă. Хамăр ентешсем çинчен каласа пани, вĕсене астуса тăни, пĕлни питĕ кирлĕ. Çитĕнсе пыракан ача-пăча хăйĕн ентешĕсемпе мухтанма пултарни, вĕсенчен тĕслĕх илни вара паха пулăм.

Елчĕкри искусство шкулĕнче Николай Карлин поэт-композитор пултарулăхне халалланă концерт иртрĕ. Николай Сергеевич Аслă Елчĕк ялĕнче 1946 çулта çуралнă. Вăл шкулта ачасене вĕрентнисĕр пуçне сăвă-юрă çырнă, калавсем, балладăсем, легендăсем хайланă. Темиçе кĕнеке пичетлесе кăларма мехел çитернĕ. Унăн çепĕç те, чуна пырса тивекен юррисене Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташсем, халăх хорĕсем, Атăл тăрăхĕнчи профессионал ушкăнсем шăрантараççĕ. Николай Карлин — Елчĕк район гимнĕн авторĕ.

Уяв-концерта Виктор Миллин, Александр Краснов, Михаил Петров хут купăсçăсем тата вĕсен вĕрентекенĕ Сергей Краснов Елчĕк район гимнне выляса пуçларĕç. «Шăнкăрав» ушкăн «Кампур» юрăпа тыткăнларĕ. Максим Изратов «Хĕвелçаврăнăш» юрра куракансен кăмăлне каймалла шăрантарчĕ. Гитаристсен ансамблĕ «Çичĕ чỹрече», «Пулăпăр-ха пĕрле», вĕрентекенсен халăх инструменчĕсен ансамблĕ «Ветерансен вальсĕ», «Шурă хурăн» юрă кĕввипе лартнă ташă концерта илем кỹчĕç. Настя Борисова «Валя Музыкантова» сăввипе паллаштарчĕ.

Ентешĕмĕр чăваш халăх юррисене те илемлетнĕ. Мария Григорьева «Чỹречене яри те уçса ярăр!», Лиза Мурзакаева «Кĕçĕр вăйлă çумăр çунă» юрăсене янăратрĕç.

Уява килнĕ тивĕçлĕ канури ĕçтешĕмĕр, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Московская Николай Сергеевичпа музыка училищинче вĕреннĕ самантсене аса илсе каласа пачĕ. Турă пани те, ашшĕ-амăшĕн чунĕ-юнĕ урлă каçнă тивлет пулнах хисеплĕ çыннăмăрта. Ентешĕмĕр пултарулăхĕпе эпир мăнаçланса савăнатпăр. Унăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн асра юлĕ.

Луиза ДОБРОХОТОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: уява хутшăннисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code