Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Çĕнĕ лавкка уçăлнă

Аслă Елчĕкри Дзержинский урамĕнче Чăвашпотребсоюзăн Елчĕк райповĕн апат-çимĕç тата промышленность япалисем сутакан лавккине савăнăçлă лару-тăрура уçнă.

Çак ырă пулăмпа ял çыннисене Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Чăвашпотребсоюзăн таварсене курттăм тата ваккăн сутакан сахал яваплă обществăн директорĕ Эдуард Игнатьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев саламланă.

Салтак ретне тăрĕç

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен çурхи призыв пуçланнă.

Раççей çарне 18 çултан тытăнса 27 çула çитичченхи каччăсем кайма пултараççĕ. Çуркунне районти 40 çамрăк салтак атти тăхăнĕ. Çак кунсенче призыв комиссийĕн пĕрремĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ, комисси председателĕ Леонард Левый ертсе пынă.

Музейра пулса курчĕç

Аслă Çĕнтерỹ уявĕ умĕн Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вĕренекенсем Диана Турхан директорпа пĕрле Шупашкар хулинче чарăннă «Çĕнтерỹ пуйăсĕ» ятпа йĕркеленнĕ куçса çỹрекен музейра пулса курнă.

Вĕренекенсем кашни вакуна кĕрсе курнă, тĕрлĕрен тематика экспозицийĕсемпе паллашнă: кунта чăн-чăн салтаксен прототипĕсем, çар хатĕрĕсем, вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçа ĕненмелле сăнарласа кăтартни.

Курма пынисене наушниксемпе тивĕçтернĕрен, Лидия хĕр хăй вăрçă вăхăтĕнче мĕн тỹссе ирттерни çинчен каласа пани илтĕннĕ. Çав вăхăтрах сирена улани, бомба çурăлнă сасă чуна çỹçентерет. Кашни вагон чỹречинчен тематикăпа килĕшỹллĕ видео кадрĕсем чăн пулнă событисене куç умне кăларса тăратма пулăшаççĕ.

Куçса çỹрекен çак поезд-музей çитĕнекен ăрăва Аслă Çĕнтерỹ хакне туйма-пĕлме вĕрентме тивĕçлĕ.

14 пепке çуралнă…

Районти ЗАГС пайĕн кăçалхи пĕрремĕш квартал ĕçне пĕтĕмлетнĕ.

Çак тапхăрта 131 граждан тăрăмĕн актне регистрациленĕ. Виçĕ уйăхра районта 14 ача çуралнă. Вĕсенчен арçын ачасем — 8. Январь-март уйăхĕсенче 98 çын çĕре кĕнĕ. Ку кăтарту, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, чакни савăнтарать. Çав вăхăтрах 3 çĕнĕ çемье чăмăртаннă, 12 мăшăр уйрăлнă.

Мăнуксемпе пуян тыл ветеранĕ

Аслă Таяпари Минадора Адюкина 95-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илнĕ.

Çак ятпа ăна Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василиса Сапожникова саламланă.

Минадора Михайловна, хăй те нумай ачаллă çемьере ỹссе çитĕннĕскер, тăхăр ача çуратса ỹстерсе тивĕçлĕ воспитани панă. Вăрçă вăхăтĕнче колхозра ырми-канми вăй хунă ĕç ветеранĕ халĕ ачисемпе, 20 мăнукĕпе, 18 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. Паян та хаçат çырăнса илет, унти статьясене юратса вулать, телевизор пăхма кăмăллать.

Нумаях пулмасть Курнавăшри Валентина Порфирьевна та 95 çулхи юбилейне паллă тунă. Тỹскелĕнчи София Макова вара тăхăр теçетке çула хыçа хăварнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code