Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Аса илỹпе паттăрлăх урокĕ

Аса илỹпе паттăрлăх урокĕ

Çĕршывăн чĕри çинчи суранĕ — Аслă Аттелĕх вăрçи. Этем историйĕшĕн çак тăватă çул — нихçан та асран тухман вăхăт.

Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси — çамрăк ăрăва таса кăмăл-сипетлĕ воспитани парассин пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри. Çитĕнекен ăрăвăн патриотла воспитани туйăмне аталантарас тесен ачасене тĕрлĕ общество тата политика хастарĕсемпе, çар ветеранĕсемпе час-часах тĕл пулма, вĕсен пурнăçĕпе интересленме майсем туса памалла. Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Любовь Адюкова 6-мĕш класра вĕренекенсемпе аса илỹпе паттăрлăх урокĕ ирттерчĕ. Вăл тухăçлăрах та ĕнентерỹллĕрех пултăр тесе вăрçă çулĕсенче хĕн-асап курнă тыл ĕçченне Мария Филимоновăна йыхравларĕ шкула.

94 çула пуснă Мария Яковлевна вăрçă пуçланнă çул 11 çулта пулнă. «Эх, тахçан хам та сирĕн пек ачаччĕ. Хаяр вăрçă мĕн пур халăх, çĕршыв пурнăçне улăштарса хучĕ. Сирĕн мирлĕ тỹпе айĕнче анчах пурăнмалла пултăр», — çапла пуçларĕ кинеми калаçăва.

Пурнăç таппинче йывăрлăхĕсене сахал мар курнă пулсан та чун-чĕре ăшшине çухатман Мария Яковлевна. Унăн аса илĕвĕнчи кашни сăмаха ачасем тимлĕ итлесе ăша хыврĕç, наградисемпе паллашрĕç, пĕр-пĕрне хăйсен аслашшĕсемпе асламăшĕсем пирки каласа кăтартрĕç.

Хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çĕнтерỹ тума пултарнă паттăрсене эпир чĕресенче ĕмĕрех упрăпăр.

Сăн ỹкерчĕкре: Мария Филимонован аса илĕвĕсем ачасемшĕн питĕ кăсăклă пулчĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code