Понедельник, 26 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Иккĕмĕш ĕмĕрĕн хуçи

Иккĕмĕш ĕмĕрĕн хуçи

Май уйăхĕн 2-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимешре пурăнакан Ирина Ермакова 107-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илчĕ. Вăрăм ĕмĕрлĕ тыл ветеранне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Алексеев, культура ĕçченĕсем, тăванĕсем саламларĕç.

— 107 çула паллă тăвакан çын легенда пулса тăма тивĕç. Ку вăл вăрăм ĕмĕрлĕ çын паттăрлăхпа палăрманнинчен те, мĕнле те пулин пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç туманнинчен те килмест. Вăл утса тухнă çул-йĕр хăех мĕне тăрать, — палăртнă Леонард Васильевич.

…Аслă Пăла Тимешри Федоровсен кил хуçалăхĕнче Май уявĕнче кашни çулах ача-пăчан шавлă сасси, аслисен шăкăл-шăкăл калаçăвĕ илтĕнсе тăрать. Кану кунĕсене çуралса ỹснĕ тăван килте кĕтсе илес, амăшне пур енлĕн пулăшас тесе хулара пурăнакан ачисем инçе çула кĕскетеççĕ яланах. Пĕрисем теплицăра тăрмашаççĕ, теприсем — çĕр-аннемĕр çинче. Çуркунне çĕр айĕнчен ĕç тухать тенĕрен, кашнийĕн валли ĕç тупăнать ялта. Территори пĕчĕк мар, сад-пахчара тасатмалли, шуратмалли, пуçтармалли аванах. Акса-лартса хăварсан, тирпей-илем кĕртсен пурăнаççĕ вара пĕр кана ватăсем.

Кил хуçи хĕрарăмĕ, амăшĕ, кукамăшĕ — Анастасия Петровна çамрăках мар , 85 çултан иртнĕ. Вăл вара, мухтав Турра, пĕччен пурăнмасть, хăйĕн хỹттине амăшне — Ирина Григорьевнăна илнĕ. Шăпах уявра кукамăшĕн, мăн кукамăшĕн çуралнă кунне паллă тăваççĕ çулсерен Федоровсем.

— Иккĕн иккĕнех. Анне 80 çултан иртсен ăна Кушкăра пĕччен пурăнтарас темерĕмĕр, хамăр пата илсе килтĕмĕр. Унтанпа 30 çул иртнине те сиссе юлаймарăмăр, — тет вăл.

Пысăк та капмар йывăç пỹртре амăшĕпе хĕрĕ типтерлĕ пурăнаççĕ. Кайри пỹртре Ирина Григорьевнăн пỹлĕмĕ. Выртас килменрен ытларах чухне ларать. Яланах типтерлĕ те таса тăхăнтартать ăна хĕрĕ. 107 çулта пулсассăн та çирĕп ăс-тăнпа калаçать.

Ирина Григорьевна Кавал ялĕнче çуралса ỹснĕ.

— Григорьевсен йăхĕнчен эпĕ, — тет вăл.

Шкулта пĕрре те вĕренмен, çапах вулама пĕлнĕ вăл. Пĕчĕккĕллех ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă. Пурнăçĕ çăмăл килмен тăлăхăн. Пĕве кĕрсен Кушкă ялĕнчи Петр Ермакова качча тухнă. Пилĕк ача çуратнă. Çемьеллĕ пурнăçĕ ăнманнине те пĕлтерет вăл. Çемье çавăрсан хуçалăх хирĕнче пилĕкне авнă. Ачисене ура çине тăратас тесе ырми-канми вăй хунă. Хресчен ĕçĕ авайман паттăр хĕрарăма. Пур ĕçре те харсăр пулнипе палăрнă Ирина Ермакова.

Мăшăрĕ, Петр Яковлевич, вăрçăра тыткăна лекнĕ. Унтан таврăнсан та ялта çемьепе пĕрле пурăнас темен, Çĕпĕре тухса кайнă. Текех курман та ăна арăмĕпе ачисем.

Вăрçă вăхăтĕнче те, ун хыççăн та нимĕнле ĕçе те тиркемен пилĕк ача амăшĕ. Сухапуç та тытнă, хушăк çинче вăрăм сенĕкпе çỹлте тăраканни пулнă… Епле те пулсан ĕç кунĕ нумайрах тăвас тесе ăнтăлнă. Ỹркенменренех йывăр тапхăрта та ачисене выçă лартман амăшĕ.

— Ĕç çынна илем кỹрет. Çавăн пекех пурăнма, çынпа хутшăнма хавхалантарать, — тет тыл ветеранĕ.

Ырă та уçă кăмăллă Ирина Григорьевна хуçалăхри чи маттур та çирĕп вăй-халлă хĕрарăмсен йышĕнче тăнă. Пĕр çулхине лупас тăрринчен ỹксе амансан ĕçрен пăрăнма тивнĕ.

Тăлăх арăм ачисем ỹссе çитĕнсен вĕсене чăваш йăли-йĕркипе качча панă, авлантарнă. Халĕ вара унăн пĕртен-пĕр хĕрĕ Настя кăна сывă. Ыттисем çĕр çинчен уйрăлса кайнă. Тăватă ачи, Настя аппан мăшăрĕ çамрăклах çĕре кĕнĕшĕн самай хуйхăрнине палăртать.

Ирина Григорьевна çут тĕнче илемне кураймасть. 18 çул каялла тухтăрсем патне илсе кайнă ăна, анчах усси пулман. Унтанпа сĕм суккăр пулсан та шăпине ỹпкелемест, Турă панă кашни кунпа савăнса пурăнать.

— Мана пĕчĕк ачана пăхнă евĕр пăхать Настя, — пĕлтерет вăл. — Ăна та, хамăн мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксене, пĕтĕм район халăхне ыррине кăна сунатăп. Çынпа ырă, çын пек пулмалла. Вара пурнăç та ырă пулĕ.

Иккĕмĕш ĕмĕрте кун кунлакан Ирина Григорьевна иртнине лайăх астăвать. Мăнукĕсен çуралнă кунĕсене те пĕлет. Шел, кĕçĕн мăнукĕсем ăна пырса ăшшăн çупăрланă май сăн-питрен çеç уйăрса илеймест. Куллен курса тăман çынсене те, хăй кам пулнине каласан, ăнланса илет, пурне те пил сăмахĕ парса ăсатать. Ват çын пилĕ вара, эпир пĕлетпĕр, темле паха мулран та хаклă. Хальхи вăхăтра Ирина Ермакова районти чи вăрăм ĕмĕрлĕ хĕрарăм шутланать. Хальхилле каласан, паянхи кунăн суперпаттăрĕ…

В.СМИРНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Ирина Григорьевнăпа Анастасия Петровна кĕçĕн мăнукĕсемпе

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code