Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх пуç таять пулсан — эс халăхпа пĕрлех!

Халăх пуç таять пулсан — эс халăхпа пĕрлех!

Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансем Çуркуннепе Ĕç уявне кăçал та яланхи пекех чыслăн кĕтсе илчĕç. Хальхи вăхăтра шăпах тыр-пул шăпишĕн кĕрешĕве тухнă çĕр ĕçченне, вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ сферăра вăй хуракансене чысласа ирттерекен çак уяв пурне те пĕр чăмăра пĕрлештерчĕ.

Коронавирус чирĕ хăратнине пула уява 2 çул пысăках мар ушкăнпа анчах ирттерме тивнĕччĕ. Тинех ăна хăнăхнă йăлапа йĕркелеме, унта тус-юлташсемпе тĕл пулса кăмăл туличчен калаçма та май пулчĕ. Уяв митингне ирхине 9 сехетре пуçлама палăртнă пулин те тĕп лапамра 7 сехетренех чун-чĕрене хавхалану кỹрекен юрă-кĕвĕ янăрарĕ.

Уява паллă тума хутшăнакансене Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алина Федорова, район пуçлăхĕ Алина Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ăшшăн саламларĕç. Район экономикине, вĕренĕве, сывлăх сыхлавне, культурăна аталантарассинче пысăк тỹпе хывнă, ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн Хисеп хăми çине кĕме тивĕçлĕ пулнă çынсене малашне те тăрăшса ĕçлеме, ыттисене вара паянхи ĕç паттăрĕсен тĕслĕхĕпе хавхаланса çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсем патне ăнтăлма ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Çак вăхăтра вырăнти пултарулăх ушкăнĕн хастарĕсем шăрантарнă юрă-кĕвĕпе илемлĕ ташăсене курса киленни те чун-чĕрене савăнăç кỹчĕ.

Сăн ỹкерчĕкĕсене Хисеп хăми çине вырнаçтарнă çынсене эпир пурне те лайăх паллатпăр. Хĕрỹ ĕçре вĕсем пурте ялан. Кашнийĕ тăван район аталанăвĕпе пуласлăхĕшĕн тăрăшса куллен, çулсерен хăйсен тивĕçлĕ тỹпине хывать. Ĕç паттăрĕсене — чыс, мухтав!

ХАКЛАВ

Людмила СМИРНОВА, Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ:

— Çын ĕçпе пурăнать, вăлах ăна илем те, телей те кỹрет. Паянхи уявра эпир хĕрỹ ĕçре пулнипе мăнаçланатпăр.

Сăн ỹкерчĕкĕме районти Хисеп хăми çине вырнаçтарнине пысăк чыс вырăнне хуратăп. Манăн ĕçĕме тивĕçлипе хакланăшăн коллектива, район ертỹлĕхне — пысăк тав. Малашне хама шанса панă ĕçре тата тăрăшса вăй хума сăмах паратăп.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code