Пятница, 6 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Асăрханни пĕлтерĕшлĕ

Асăрханни пĕлтерĕшлĕ

Пурте эпир иммунодефицит вирусĕн чирĕсем пирки илтнĕ ĕнтĕ. Тепĕр чухне ВИЧ/СПИД чирĕсемпе çыхăннă ыйтусем пире пырса тивмеççĕ пек туйăнаççĕ. Чăннипех те çапла-ши çакă?

Иммунодефицит вирусĕ Раççей тата ун тулашĕнче чи хăрушă эпидеми шайне çитнĕ. Çавна май халăха ăнлантарса парассине, çак чире тишкерессине сывлăх хуралĕн ĕçченĕсем тĕп вырăна хуратпăр. Мĕн пытармалли, ВИЧ/СПИДпа чирлĕ çынсене халăхра урăхларах пăхни сисĕнет. Çавна май ВИЧ-инфекциллĕ çынсене саккун хỹтĕлет. Вĕсем ыттисем пекех Раççей Федерацийĕн территорийĕнче мĕнпур правасемпе тата ирĕклĕхсемпе усă кураççĕ. Чирлĕ çынна çак чире пула ĕçрен хăтарма, ĕçе илмесĕр тăма пултараймаççĕ. Çавăн пекех вирус çаклатнисем вĕренỹ учрежденийĕсене çỹреме те, медицина пулăшăвĕ илме те пултараççĕ.

Районта майăн 10-15-мĕшĕсенче СПИДпа вилнисене асăнмалли куна палăртса акци иртет. ВИЧ иммун тытăмне хавшатать, çавна май организм тĕрлĕ бактерисемпе вируссенчен кирлĕ пек хỹтĕленеймест. Çыннăн иммун тытăмĕ хавшасан СПИД аталанма пуçлать. Вăл ВИЧ ернĕ хыççăн 7-15 çултан кăна лайăх палăрать.

Чир СПИДа куçиччен инфекциллĕ çын хăйне лайăх туять, сывлăхлă курăнать. Хăй чирлĕ пулнине шутлама та пултараймасть. Çак çын вара ВИЧ ертекен пулса тăрать. СПИД чирĕ пĕр çынран теприне виçĕ майпа анчах куçма пултарать. Пĕрремĕшĕ вăл — юн урлă. Ку майпа наркотиксене юна янă вăхăтра темиçен пĕр шприцпа усă курса ертеççĕ. Иккĕмĕш май — ар çыхăнăвĕсем урлă. Виççĕмĕш — хĕрарăм ачине вирус ертсен çуратни е хĕрарăм сĕчĕ урлă ачана чир ертни.

Чи хăрушши вара — ВИЧ инфекци организма çакланнă хыççăн анализсенче виçĕ уйăхран кăна палăрни. «Инкубаци тапхăрĕнче» (3 уйăхчен) çын хăйне чир лекнине сисмест, анчах ыттисене ВИЧ инфекцийĕ ертет. Хăрушă чир пĕччен е çемьепе пурăнакансене те, пуянпа чухăна та, арçынпа хĕрарăма та шеллемест. Çынна çак чиртен сывă пурнăç йĕрки кăна хỹтĕлесе тăма пултарать. Чир ернĕ хыççăн хăрушă ВИЧ-инфекци çыннăн юнĕнче, ар вăрлăхĕнче, хĕрарăмсен ар органĕнче тухакан шĕвексенче, кăкăр сĕтĕнче вăй илме пултарать.

СПИДпа ытларах тĕлли-паллисĕр ар çыхăнăвĕсене кĕрекенсем, ĕçкĕпе иртĕхекенсем, кил-çуртсăр çапкаланса çỹрекенсем, тĕрмере ларакансем, наркомансем чирлеççĕ, ВИЧ-инфекцие ыттисене ертеççĕ. Сывă пурнăç йĕркине уяман хăш-пĕр çынсен — аякри рейссене çỹрекен водительсен, вахта мелĕпе ĕçлекенсен те чир ертес хăрушлăх пур.

Çак хăрушă чире ертес мар тесен чи малтанах сывă пурнăç йĕркипе пурăнмалла. Ĕçкĕпе иртĕхессинчен (кун пек чухне пулать те ĕнтĕ палламан çынпа ар çыхăнăвне кĕресси), наркотиксемпе усă курассинчен пăрăнмалла. Çирĕп çемье, пĕр партнер — сывă пурнăç никĕсĕ. Çакна асра тытмалла: çемье тулашĕнчи секс хăрушă тăшмана çаврăнма, ВИЧ-инфекципе, ытти венери чирĕсемпе таврăнма пултарать. Ăнсăртран тĕл пулнă çынпа ар çыхăнăвне кĕрес пулсан (мĕн тăвăн, ку енĕпе кăмăл çирĕплĕхне кăтартайман арçынсемпе хĕрарăмсем те пур) презервативпа усă курмалла.

ВИЧ-инфекцийĕ юн анализĕнче палăрать. Хăрушă вирус ернипе ỹкĕнмелле ан пултăр.

Л.ФОМКИНА,
районти тĕп больницăри медицина профилактики кабинечĕн медицина сестри.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code