Суббота, 13 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уяв пĕлтерĕшĕ ан чактăр нихăçан

Уяв пĕлтерĕшĕ ан чактăр нихăçан

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый майăн 16-мĕшĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлăва ытти сферăри хăш-пĕр çынсене те йыхравланă.

Ĕçлĕ тĕл пулăва Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсене те чĕнни ахальтен мар. Майăн 8-мĕшĕнче «Астăвăм çурти» акцие коллектив (директорĕ Лариса Васильева) иртнĕ çулсенчи пекех çỹллĕ шайра хатĕрлесе ирттернĕ. Массăлăхпа та уйрăлса тăнă 40 минутлăх мероприятири кашни саманта ачасем чĕререн, тулли кăмăлпа пурнăçлани палăрчĕ. Раççей Патшалăх тата Çĕнтерỹ ялавĕсем, вăрçă ветеранĕсен портречĕсем, тематикăлла юрă-ташă хăйсемех кашни çынра çĕкленỹлĕх çуратрĕç-тĕр. Уяв сценарине директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Ольга Кузьмина тĕплĕ хатĕрленĕ. Ăна тата юрă-ташă ăстисене — Елизавета Мурзакаевăна, Анастасия Архиповăна, Елизавета Молодовăна, Анастасия Тарасовăна пысăк хастарлăхшăн, иксĕлми пултарулăхшăн Леонард Васильевич Тав çырăвĕсемпе чысларĕ, вĕсен ăсталăхĕпе чăннипех кăмăллă юлнине палăртрĕ. Халĕччен шкул ачисене уйрăммăн ку шайра чыслани пулманччĕ-ха. Вĕсен ĕçне те сумлани нумаййи çинчен калать.

Аслă Çĕнтерỹ кунĕнче «Вилĕмсĕр полк» акци чылай çул ĕнтĕ уявăн тĕп шăнăрĕ пулса тăрать. Çулсем иртсе пыраççĕ пулсан та, унăн пĕлтерĕшĕ чакмасть, ỹсет çеç. Пĕр çухрăма яхăн тăсăлнă сарлака колоннăра хăйсен тăванĕсен — вăрçă тата тыл ветеранĕсен портречĕсемпе утакансен шучĕ икĕ пине яхăн та пулчĕ.

Уяв программинче кашни çулах çĕнĕлĕх курма хăнăхнă та, техника парадĕнче те пулчĕ вăл. Аэростат, Тинĕс-çар флочĕн районти пĕрлĕхĕн ертỹçи Андрей Головин тăратнă шыв айĕнчи карапăн тата Пĕрремĕш Петĕр Патша чертежĕпе хатĕрленĕ парус макечĕсем кашниншĕн кăсăклăх çуратрĕç пулĕ.

Десантсен çар машини те «стройра» пулни тĕлĕнтермĕш, мĕншĕн тесен «Рассвет» ЯХПК тĕп инженерĕ Николай Енедеров унăн юсавсăр моторне пĕр кунта «чун» кĕртме пултарнă. Андрей Алексеевичпа Николай Георгиевичăн ĕçне те район администрацийĕн пуçлăхĕ пысăка хурса хакларĕ.

Район центрĕнче йĕркелекен мероприятисем Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем хутшăнмасăр иртмеççĕ. Курăнакан тĕрлĕ хатĕрсене вырнаçтармалла-и, тирпей-илем кĕртмелле-и, сиксе тухакан çивĕч ыйтусене çийĕнчех татса памалла-и — кашнинче яваплăха туйса пурнăçлаççĕ. Çакна ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Алина Смирнован, унăн çумĕн Ольга Леваян, Виталий Иванов тирпейлỹçĕн ĕçĕсене Тав хучĕсемпе хаклани те çирĕплетет.

Паллах, район шайĕнчи аслă уява хатĕрлесе, йĕркелесе ирттерессинче райадминистрацин, культурăпа вĕренỹ тытăмĕсен коллективĕсем тивĕçлĕ тỹпе хывнă. Канашлура вĕсен ячĕпе те тав сăмахĕ пулчĕ.

Уява хутшăннă Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова калани те кăмăла çĕклет: «Елчĕкре кун пек уяв курманччĕ-ха». Пĕр тесен, республикăри районсенче те кунашкалли çукрах-тăр.

Аслă Çĕнтерỹ уявне ял тăрăхĕсенче майăн 8-мĕшĕнче ирттернĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хăш-пĕр ялсенчи мероприятисене çитсе курнă май, тишкерỹсĕр хăвармарĕ. Аслă Елчĕкре «Вилĕмсĕр полк» акцие массăллăн — шкул коллективĕпе ачасен ашшĕ-амăшĕ, депутатсем, уйрăм пайтаçăсем хутшăннă, уяв программи пуян пулнă. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи виçĕ ялта тыл ветеранĕсене пĕрлехи кĕрекере сумлăн чысланă. Палăртса хăвармалла: кунти администраци тата культура ĕçченĕсем яланах килĕшỹре, тачă çыхăнура ĕçлени курăнать. Актив йышлă пулни те тĕрлĕ мероприятире çăмăллăх вĕсемшĕн.

Кỹршĕллĕ Аслă Таяпара вара — пачах урăхла. Ял администрацийĕ вырнаçнă капмар çуртра — 4 организаци, анчах И.Крылов поэт юптарăвĕнчи пек лава пурте тĕрлĕ еннелле туртаççĕ ахăр. Территорири клумбăсене йĕркене кĕртмен, фонтан ĕçлемест. Уяв та учительсемпе вĕренекенсемшĕн çеç пулĕ…

Аслă уяв иртсе кайрĕ, астăвăм вара — яланлăха. Ветерансене тимлĕх уйăрасси, палăксене тирпейлĕхре тытасси — кулленхи ĕç.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code