Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Вĕçленмен юрă»

«Вĕçленмен юрă»

ятпа Чăваш тĕррин музейĕнче ЧР художникĕсен союзĕн членĕн, халăх ỹнер промыслисен ăстин Галина Изратован куравĕ уçăлчĕ.

— Çĕнĕ куравĕ уçăлнă пулсан аванрахчĕ, — терĕ Арсений Тарасов журналист сăмах илнĕ май. -Мĕншĕн тесен унăн шухăш-ĕмĕчĕ, ĕçченлĕхĕ вĕçĕмсĕр пулнă.

Шел, йывăр чире пула Галина Васильевна 2016 çулта пиртен вăхăтсăр уйрăлчĕ. Пурăннă пулсан вăл кăçал 65 çул тултармаллаччĕ.

Унăн черетлĕ куравне аппăшĕпе шăллĕ — Татьянăпа Валерий — тăрăшнипе йĕркеленĕ. Кавал ялĕнче çуралса ỹснĕ ỹнерçĕ чăваш тĕнчине тăмран, кĕççерен, пусмаран ăсталанă пуканесемпе кăтартнă. Вĕсем ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа, йăвашлăхпа палăрса тăраççĕ.

Курава уçма хутшăннисен хушшинче Галина Изратован сумлă ентешĕсем те пулчĕç.

— Унăн тĕррисенче мĕн чухлĕ илĕртỹлĕх, илемлĕх, тирпейлĕх. Вăл ăсталанă кĕлеткесенче вара — чун ăшши, — терĕ Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый.

Аппăшĕ Татьяна Шаркова пĕлтернĕ тăрăх, Галина Васильевна çĕнĕлĕх шыраман. Унăн пуканийĕсем — пурнăçри çынсем. Сăмахран, сурăх çăмĕнчен ăсталанă кĕтỹçĕ — ялти Юманкка Кули. Çăм арлакан хĕрарăм — амăшĕ… Кĕлеткесем пурте чĕрĕ-сывă тейĕн. Вĕсем халь-халь хускалма пултарассăн туйăнаççĕ. Пултаруллă ỹнерçĕ ахаль çынсене сăнарлама кăмăлланă. Вĕсен çумĕнче вара — выльăх-чĕрлĕх, чĕр чун. Чăваш вĕсене кăмăлланă-çке.

Унăн «Çăкăр шăрши» композицийĕ — чи пĕлтерĕшли. Унта хресченĕн ĕç-хĕлне пĕтĕмĕшле сăнланă.

— Галина Васильевнăн ĕçĕсем тĕрлĕрен. Вĕсем ахаль кĕлеткесем çеç мар, калăпланă композицисем, — терĕ Чăваш тĕррин музейĕн ертỹçи Надежда Сельверстрова.

Курав июль уйăхĕн вĕçĕччен пырать.

В.МАКСИМОВА.

Сăн ỹкерчĕксенче: Галина Изратова; унăн амăшне сăнланă ĕçĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code