Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тимлĕ сăнав кирлĕ

Тимлĕ сăнав кирлĕ

Следстви комитечĕн республикăри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çулта коррупци преступленийĕсен сиенĕ 20 миллион ытларах тенкĕпе танлашнă. Çулталăк маларах вара çак виçе çур миллиард тенкĕ патнеллех пулнă.

Уйрăмах пысăк контрактсем валли уйăракан укçапа усă курассине тимлĕ сăнамаллине палăртаççĕ йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем. Ку сферăра укçана вăрланине оперативлă ĕç, финанс докуменчĕсен тĕплĕ тишкерĕвĕн никĕсĕ çинче кăна тăрă шыв çине кăларма пулать.

Иртнĕ çул республикăра коррупци сĕмĕллĕ 295 преступление шута илнĕ. Пысăк пайне — 70 процентне полици тупса палăртнă. Асăннă шутри 88 преступлени — йывăррисем тата уйрăмах йывăррисем, 32-шĕ — пысăк тата уйрăмах пысăк виçеллисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code