Понедельник, 8 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Генерал — тăван шкулĕнче

Генерал — тăван шкулĕнче

Пурнăçне çарпа çыхăнтарнă ентешсем сахал мар пирĕн районта. Вĕсенчен пĕри — Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Мускавра РФ Оборона министерствин Генеральнăй штабĕнче службăра тăракан Роберт Баранов генерал-майор.

Çак кунсенче Роберт Петрович районта пулчĕ. Хăй вĕренсе пĕлỹ илнĕ Елчĕкри вăтам шкула та çитсе килчĕ вăл, кунта кадет класĕнче вĕренекенсемпе тата учительсен коллективĕпе тĕл пулса калаçрĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов, Роберт Барановпа пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем тата хăйсене кĕçĕн классенче вĕрентнĕ педагог Людмила Кузнецова хутшăнчĕç.

Килнĕ хăнасем чи малтанах шкул пурнăçĕпе паллашрĕç, музейре пулчĕç. Çутă коридорсемпе утăмланă, хăтлă классене кĕрсе тухнă май генерал-майор ачалăх вăхăчĕсене, юратнă вĕрентекенĕсене ăшшăн аса илчĕ.

— Роберт кĕçĕнренех сăпайлă та ырă, тĕрĕслĕхе мала хуракан, яваплăха туякан, юлташĕсене хаклакан ача пулнипе уйрăлса тăратчĕ. Вăл пĕрремĕш класранах математика урокĕсене кăмăллатчĕ, ытти вĕренекенсем шутлайман задачăсен тупсăмне туххăмрах тупатчĕ, — аса илчĕ класс ертỹçи.

Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп шутлав центрĕн начальникĕнче тăрăшакан вĕренекенĕн çитĕнĕвĕнче, паллах, пĕрремĕш учителĕн витĕмĕ пысăк.

Роберт Петрович шкула пушă алăпа килмен — хăй тата унăн коллективĕ ăсталанă Чăваш Енĕн цифра карттине парнелерĕ.

Елчĕксем те парăмра юлмарĕç. Леонард Левый ентешĕмĕре «Елчĕк районне туса хунăранпа — 95 çул» асăну медальне тата районăн кĕске энциклопедине парса чысларĕ.

Вулакана аса илтеретпĕр. Елчĕк ялĕнче 1975 çулта çуралнă Р.Баранов 1992 çулта вăтам шкул пĕтернĕ, çак çулах Ленинград облаçĕнчи Михайловски çар академине вĕренме кĕнĕ. 1997 çулта çар инженерĕн дипломне алла илнĕ. Унăн малаллахи служби наукăпа тĕпчев ĕçĕпе çыхăннă. 2002 çулта вăл кандидат диссертацине хỹтĕленĕ, 2007 çулта доцент ятне илнĕ, 2011 çулта ăна полковник, 2021 çулта генерал-майор званине панă.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Роберт Баранов цифра карттине парнеленĕ самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code