Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕллевшĕн çирĕп тăракан

Тĕллевшĕн çирĕп тăракан

Юлашки çулсенче çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçлани палăрать: кадет класĕсем уçăлаççĕ, çамрăк армеецсемпе волонтерсен юхăмĕ вăй илет, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пынă вырăнсенче шырав ĕçĕсем йĕркелекен отрядсен йышĕ ỹсет. Çулсерен Елчĕк çамрăкĕсем çар вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕреççĕ. 2021 çулта, акă, курсант тумне тăваттăн тăхăнма кăмăл тунă.

Физкультурăпа спорт та арçын ачасене чăн-чăн çĕршыв патриочĕ пулма никĕслет. Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта пандеми пуçланиччен кашни çулах Анатолий Патшин воин-интернационалиста асăнса чăваш кĕрешĕвĕпе турнирсем иртетчĕç. Лаш Таяпа шкулĕн командинчи ырхантарах, анчах пиçĕ ачана кашнинчех сăнаттăмччĕ. Питĕ илемлĕ тупăшатчĕ те, тен, çавăнпа та асăмра юлнă-и? Артур Арефьев вăл.

Çамрăк спортсмен футбол, хоккей вăййисенче те хăйĕн ăсталăхĕпе сахал мар палăрнă. Наци кĕрешĕвĕнче вара шкул ачисен регионти Спартакиадинче абсолютлă виçере чемпион тата «Чăваш Республикин спорт мастерĕ» ятсене тивĕçнĕ.

Артур вăтам шкула лайăх паллăсемпе кăна пĕтернĕ. Хăй 4 çулта чухнех ашшĕсĕр тăрса юлнăран, унра яваплăх тени те питĕ ир «вăраннă» пулĕ. Ĕçченлĕх, кăмăл çирĕплĕхĕ пирки каламалли те çук. Амăшĕн, икĕ аппăшĕн тĕрекĕ, шанчăкĕ.

Амăшĕ — Людмила Петровна — ывăлĕпе вара паян пушшех мăнаçланма пултарать. Артур, Омск хулинчи автобронетанковăй инженерин çар институтне пĕтернĕскер, офицер пулса тăнă. Çарпа политика хатĕрленĕвĕн отличникĕ вăл. Урăхла епле пултăр! Ачаран çĕршыв хỹтĕлевçи пулма ĕмĕтленнĕ те. Палăртнă тĕллеве пурнăçа кĕртме пултарни вара хăех çитĕнỹ.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code