Вторник, 23 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Шăл тухтăрĕсем маттур

Шăл тухтăрĕсем маттур

Нумаях пулмасть виçĕ хутчен Елчĕкри тĕп больницăри стоматологи уйрăмне каймалла пулчĕ. Уйрăма пырса кĕрсен тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Пациентсене кĕтсе ларма та лайăх. Часах кабинета чĕнсе кĕртеççĕ. Ылтăн алăллă стоматологсем патĕнчен сипленсе тухнине те сисместĕн. Халĕ врачсем патне электронлă майпа çырăнма май пуррипе пушшех меллĕ.

Районти шăл тухтăрĕсем пĕринчен тепри пысăк опытлă. Юлашкинчен А.Кантеева стоматолог тухтăр патĕнче шăла сиплерĕм. Хăйĕн ĕçне пĕлсе пурнăçлани тỹрех сисĕнчĕ.

Л.ИВАНОВА.
Таяпа Энтри ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code