Пятница, 21 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çыравçăпа тĕл пулу иртрĕ

Çыравçăпа тĕл пулу иртрĕ

Нумаях пулмасть Шăмалак ялĕн хастар вулаканĕсем хальхи чăваш çыравçипе тата Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕпе Ольга Федоровăпа (Васильевăпа) ялти библиотекăра тĕл пулчĕç. «Шăмалакри тĕл пулу» ятлă уява шкул ачисем тата кĕнеке вулама юратакансем хутшăнчĕç.

Чăваш çĕрĕ пултаруллă ывăл-хĕрĕпе пуян, çак ял та хăйĕн маттур çыннисемпе мухтанать. Тĕл пулăва Чăваш кĕнеке издательствин художникĕ, Шăмалакра пурăнакан Петр Сергеев, «Хыпар» Издательство çуртĕнче тăрăшакан Федор Чернов, ялти çыравçă Зоя Кулакова илем кỹчĕç. Зоя Даниловна сăвăсем çырать. Нумаях пулмасть унăн «Ырă чун — ĕмĕре» сăвăсен пуххи пичетленсе тухнă. Уява хутшăнакансене вăл «Анне ăшши» сăввине вуласа пачĕ.

— Пирĕн ял çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ, хăнасене те яланах тарават, — çапларах пуçларĕ уява Венера Усанова. — Шăмалак çыннисем пурте кĕнекепе туслă, чăвашла вулама юратаççĕ, çавăнпа пирĕн пата Ольга Федорова килсе çитни — пысăк савăнăç, — терĕ вăл.

Шăмалакри тĕп шкул директорĕ Ираида Васильева тата вĕренỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ Светлана Яковлева çак тĕл пулу ачасемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç, хăнана тав турĕç.

Хăйĕнпе паллаштарнă май Ольга Леонидовна Канаш районĕнчи Мăкăр ялĕнче çуралса ỹснине, тăван ялти шкулта вĕреннĕ хыççăн Шупашкарти Г.С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче пĕлỹ пухнине, халĕ Чăваш кĕнеке издательствинче ача-пăча литературин редакторĕнче тăрăшнине каласа пачĕ.

— Кашни çыншăн чи малтанах вăл çуралса ỹснĕ кĕтес хаклă. Эпĕ Шăмалак ялне Венера Кузьминична чĕннипе иккĕмĕш хут килсе çитрĕм. Ытларах та ытларах паллашнă май унăн илемĕ, ял халăхĕн пултарулăхĕ, тараватлăхĕ кăмăла çĕклеççĕ. Çак ялта çуралса ỹснĕ чылай çынпа хутшăнма тỹр килнишĕн савăнатăп. Вĕсен шутĕнче Петр Сергеев ỹнерçе палăртас килет, ачасем валли чылай кĕнеке илемлетрĕ вăл, Владислав Николаев илемлĕ хайлавсем шăрçалать, Федор Чернов чăваш журналистикине аталантарать. Издательствăра тухса тăракан кăларăмсемпе эсир юратсах паллашни пире, унти ĕçченсене, савăнтарать. Тăван чĕлхепе вулакан ача ура çинче çирĕп тăрать, вăл мал ĕмĕтлĕ. Кĕнеке шăпăрлансене ĕмĕтленме, пурнăçра ыррине курма, усала, ултава уйăрса илме пулăшать. Çавăнпа паянхи кун кĕнеке пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк, — терĕ вăл.

— Шкултан вĕренсе тухсан эсир çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне çитетĕр, тĕрлĕ çĕрте тĕпленетĕр. Анчах хăвăр çак тăрăхран тухнине нихăçан та манса ан кайăр, çуралнă яла, унта пурăнакансене кăшт та пулин пулăшсан вĕсем чунтан савăнĕччĕç, — терĕ ачасене саламланă май Шăмалакра çуралса ỹснĕ Ф.Чернов.

Тĕл пулăва ачасем те пушă алăпа килмен, вĕсем илемлĕ концерт хатĕрленĕ. Пухăннисене чăваш ташши-юррипе савăнтарчĕç, 5-мĕш класра вĕренекен Артем Краснов вара Юхма Мишшин чăвашлăх çинчен çырнă сăввине чуна тыткăнламалла каласа пачĕ. И.Васильева шкул директорĕ, З.Кулаковăпа В.Сидорова авалхи чăваш юррисене юрларĕç.

Шăмалакра пурăнакансем кĕнекепе чăннипех те туслă. Çавăн пек хастарсенчен пĕри — 90 çулти Антонина Михайловна Лисова. Вăл юлашки çулсенче юмахсемпе паллашма кăмăллать. Çакна шута илсе Ольга Федорова ун патне килне çитсе «Сказки народов Чувашии. Чăваш Енри халăхсен юмахĕсем» кăларăма парнелерĕ.

Дарья МОРОЗОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code