Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Суйлав — сентябрĕн 11-мĕшĕнче

Суйлав — сентябрĕн 11-мĕшĕнче

Июнĕн 20-мĕшĕнче Елчĕкри территори суйлав комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ.

Унта Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн пĕрремĕш созывĕн суйлавне ирттерес ыйтăва пăхса тухнă, комисси йышăнăвĕпе суйлава 2022 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Çавăн пекех ларура суйлава хатĕрленсе ирттермелли ĕçсен календарлă планне, Елчĕкри территори суйлав комиссийĕн суйлав кампанийĕ вăхăтĕнчи мероприятийĕсен планне (ĕç блокночĕ), суйлава хутшăнакан кандидатсен списокне, вĕсене тăратмалли тата регистрацилемелли йĕркесене, ку енĕпе кирлĕ документсен списокне, комиссин ĕç графикне тата ытти документсене çирĕплетнĕ.

Суйлав ирттерес тапхăрта суйлавпа çыхăннă пулăмсене йĕркелесе пыма тата ыйтусене татса пама комисси йышĕнчен 4 ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code