Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Хуçаллă е çук?

Хуçаллă е çук?

Терроризм çулне пỹлмелли чи шанчăклă мел — пирĕн кулленхи тимлĕх.

Енчен те инкек сиксе тухсан кашни çыннăн кирек хăш лару-тăрура та хăйне хỹтĕлеме, сывлăха тата пурнăçа сыхласа хăварма, çывăх çынсене çăлма пĕлмелле.

Обществăлла вырăнта (урамра, паркра, вокзал-лавккасенче…) е транспортра хуçасăр сумкăсемпе тĕркемсене, хутаçсене асăрхасан вĕсем камăн пулма пултарнипе интересленĕр. Енчен те хуçи тупăнмарĕ пулсан, ятарлă службăсен сотрудникĕсене (машинăра, автобусра пулсан водителе) пĕлтермелле.

Çавна май çак сĕнỹсем пуриншĕн те вырăнлă пулĕç:

— асăрханă шанчăксăр япалана миçе сехетре курнине палăртса хумалла, çынсене çак вырăнтан аяккалла пăрмалла;

— тупнă япалана уçса пăхма, тĕкĕнме юрамасть;

— полици е ытти служба сотрудникĕсем килсен лару-тăрăва уçăмлатма васкăр, вĕсен ыйтăвĕсем çине тĕрĕс тата тулли хуравсем парăр.

Ашшĕ-амăшĕн те ачисене урамра е подъездра тупнă япала пурнăçшăн питĕ хăрушă пулма пултарнине ăнлантармалла. Хăвăрăн тата çывăх çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕ хăрушлăхра чухне çак номерсемпе шăнкăравламалла: 112 (МЧС телефонĕ), 02, 2-50-02, карас телефонĕнчен 020 (полицин дежурнăй чаçĕн телефонĕ).

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code