Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Актуально > Поздравление с Днем семьи, любви и верности

Поздравление с Днем семьи, любви и верности

Хисеплě ентешсем!

Сире пурне те Çемье, юрату, тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр!

Çемье — пурнăçри çирĕп тĕрев, унăн çирĕплĕхĕ вара — юратупа шанчăклăхра. Пирĕн пуласлăх та çемьесенче çуралать. Пĕр-пĕрне юратни, хисеплени тата ăнланса пурăнни çемье вучахне сỹнме памасть.

Çак кун килĕшỹлĕхе упракан, ачисене тивĕçлĕ воспитани паракан ашшĕ-амăшне  тав сăмахĕ калатпăр.

Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, ăнланулăх, юрату, телей сунатпăр. Çемье вучахĕ сире яланах хăйĕн ăшшипе ăшăтса тăтăр. Кулленхи ĕçре ăнăçу, çутă малашлăх, палăртнă тĕллевсене пурнăçласа пыма ырлăхпа сывлăх сунатпăр.

Елчěк район пуçлăхĕ                       А.Г. Васильева.

Елчěк район администрацийĕн пуçлăхĕ                    Л.В. Левый.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code