Понедельник, 3 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çу кунĕ хĕле тăрантарать

Çу кунĕ хĕле тăрантарать

Август уйăхĕ ял çыннишĕн хĕрỹ вăхăт шутланать. Кăçал пушшех, çуркуннехи чăрмавлă çанталăк условийĕсене пула вырмана тухма 3 эрнене яхăн каярах юлнăран, уй-хир хуçисен чун-чĕри канăçлă мар. Апла пулин те ку чухне районти аграрисем çĕр ĕç культурисене пухса кĕртес ĕçре хăватлă йышши техникăпа анлăн усă курма пултарни шанчăк çуратать. Çакна уй-хирте кунран-кунах вырма ĕçĕсен хăвăртлăхĕ ỹссе пыни те уççăнах çирĕплетет. Ăнăçлăх çут çанталăкран та нумай килет.Телее, тыр-пула пухса кĕртме тытăннăранпа, çумăр çуса ĕçлеме чăрмантармарĕ – çанталăк çĕр ĕçченĕ майлă пулнăн туйăнчĕ…

«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче те, ытти хуçалăхсенчи пекех, малтан пăрçа çулма тухнă. Хальхинче кунта ăна 60 гектар çинче çитĕнтернĕ. Эпир пынă вăхăтра белокпа пуян çак кирлĕ культурăна пĕтĕмпех кушăхтарма паккуссене хывнăччĕ ĕнтĕ. Виктор Цыганов агроном ăна çулма тухнин малтанхи кунĕнчен – вырсарникунран шутласан тĕшĕри нỹрĕклĕх хисепне ятарлă приборпа усă курса тĕрĕслесе пăхнине пĕлтерчĕ.

– Виçе кăтартăвĕ хальлĕхе нормăран пысăкрах, çапса тĕшĕлеме тухиччен кăштах кĕтме тивет. Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх эрнипех шăрăх пулмалла, апла пулсан юнкун е кĕçнерникунран кая юлмасăр ăна çапса тĕшĕлеме тытăнмалла, – терĕ вăл.

– Тĕрĕссипе, тыр-пула çапса тĕшĕлеме юрăхлă нỹрĕклĕх виçин кăтартăвĕ мĕнле пулмалла?

– Пăрçара 15 процентран, ытти пĕрчĕллĕ культурăсен 14 процентран пысăкрах пулмалла мар, – ăнлантарчĕ пире Виктор Цыганов.

Агротехника йĕркисене çирĕп пăхăнса ĕçленине кура çĕр ĕç культурисенчен кашни çул пысăк тухăç илекен çак хуçалăхра (2021 çулта та 655 гектар çинчен пурĕ 23253 центнер,1 гектар пуçне шутласан 35,5 центнер тыр-пул пухса кĕртнĕ, районта анчах мар, республикăра та палăрнă) мĕнпур анара тырă хỹхĕм çитĕннине пĕлсе тăратпăр пулсан та, пурпĕрех, Юрий Мясников председательтен чи хитре тырă пуссине кăтартма ыйтсан, нумай шутласа тăмарĕ, 100 гектар йышăнакан кĕрхи тулă ани тĕлне илсе çитерчĕ. Чăннипех, хỹхĕм çитĕннĕ вăл, пучахсем тулли, йывăрăшне чăтаймасăр аялалла усăннă вĕсем. Ани тата епле таса, шырасан та çум курăк тупаймăн!

– Сорчĕ – «Московская-39», пĕтĕм лаптăка элита репродукцири вăрлăх варăнтарнă. Малтан шутланă тăрăх, тухăç та пысăк – 40 центнертан кая мар пуласса шанатпăр, – терĕ председатель. Ун хыççăнах пире Александр Волков механизатор кĕрхи тулла вырма тухнине пĕлтерчĕç. Сăмах май, КСУ-1 йышши косилкăна ун аллине шанса панăран, вăл малтан пăрçа çулнă, ытти культурăсене вырма та, паллах, хăйнех шанаççĕ. А.Волков малтанхи вăхăтран тытăнсах выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре те пуçарулăхĕпе палăрнă. Выльăх апачĕ пирки каланă май, фермăри ĕне выльăха хĕл кунĕсенче тăрантарма çак вăхăтчен 2587 тонна (пĕтĕмпе кирлин 185 проценчĕ чухлĕ) пахалăхлă сенаж хывса хăварнă. Утă хальлĕхе 152 тонна пур, çак ĕç малалла пырать.

Хĕрỹ ĕç çи вăхăтĕнче кăтартусем кашни сехетре тенĕ пекех улшăнса тăраççĕ, кашни саманта асăрхаса та ĕлкĕреймĕн. Ĕнер вара кăнтăр апачĕ умĕн хуçалăхра пăрçа çапса тĕшĕлеме тытăннă. Уй-хире пĕр харăс 3 комбайн, пĕри – «ВЕКТОР-410», иккĕшĕ – «АГРОС-585» йышшисем, тухнă. Штурвалсем шанчăклă çынсен аллинче: Валерий Сергеевпа Валерий Ивановăн, Дмитрий Егоровăн, Вячеслав Мясниковăн ĕçри ăсталăхĕ пысăк.

Çăкăр çитерекенсем: Дмитрий Егоров, Алексей Мясников, Валерий Иванов тата Валерий Сергеев

…Кăçал вырмана каярах юлса тухасси çур акиренех паллă пулнă. Çавăнпа «Рассвет» ЯХПКра малтанхи вăхăтран тытăнсах чи йывăр условисенче ĕçлеме хатĕрленнĕ. Малтан шутланă пекех тырă каюллă шăтнине тата тулли пучахсем йывăрăшне чăтаймасăр çĕр çумне выртнине кура вĕсен ытларах пайне уйрăммăн вырса кушăхтармалла килсе тухнă. Ку чухне усă курма КСУ-1 йышши жатка пит меллĕ пулнине хуçалăхра унчченхи çулсенчех ăнланса илнĕ. Черетлĕ вырмара та унпа тухăçлă усă кураççĕ. Унсăр пуçне, ахаль те кая юлакан ĕç çине хăвăртлатас, тĕш тырă çапса тĕшĕлекен комбайнсен ĕç калăпăшне чакарас тĕллеве асра тытса вĕр çĕнĕ комбайн («АГРОС-585») кỹрсе килнĕ. Хакĕ те пур – 16 миллион тенкĕ ытла. Пĕрлех, çĕнĕ йышши ПНУ плуг та туяннă. Сăмах май каласан, «Рассветри» автопарк юлашки вăхăтра нумай çĕнĕ йышши ял хуçалăх машинисемпе пуянланнине куратпăр мар-и? 2020 çулта, акă, 22 миллион тенкĕлĕх, 2021 çулта 10,5 миллион тенкĕлĕх хăватлă техника кỹрсе килнĕ. Вĕсене туяннин 40 процентне патшалăхран саплаштарни те аграрисене хăйсем çине теветкеллĕх илме хистет, паллах.

Кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлес ĕçе те агротехника йĕркипе килĕшỹллĕн вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрмелле. Агрономсем халĕ шăпах çакăн валли чи лайăх вăхăт пулнине çирĕплетеççĕ. Хуçалăхра кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлес ĕçе пурнăçлама вара темиçе çултанпах Михаил Петров механизатора шанаççĕ…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code