Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕрĕпе ĕçленĕ, киле те каяйман

Çĕрĕпе ĕçленĕ, киле те каяйман

Район хаçачĕн сумлă юбилейне яланхиллех тулли кăмăлпа кĕтсе илетĕп. Мĕн тесен те унта хамăн пурнăçри чи илĕртỹллĕ те савăк çулсене ирттернĕ.

…1972 çулта Уфари полиграфи училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн район хаçатĕнче фотокорреспондентра ĕçлеме тытăнтăм. Манăн тĕп тивĕç – хаçатра сăн ỹкерчĕксем пичетлесси. Ялсене тухса çỹресе ĕçпе чапа тухнă çынсене, районти кашни çĕнĕлĕхе хамăр хаçатра сăн ỹкерчĕкпе кăтартасси пĕрре те çăмăл марччĕ вăл çулсенче. Хаçата пысăк пичетпе кăларнăран кашни сăн ỹкерчĕке клише туса кăлармаллаччĕ. Малтанах Шупашкарти предприятипе килĕшỹ тăвайманран, сăн ỹкерчĕксене Хусана ярса пама тиветчĕ. Темле тăрăшсан та васкавлă пичетленеймен вĕсем. Тепĕр чухне клишесем почтăпа икĕ эрнерен кăна çаврăнса килетчĕç. Унтан çак ĕçе Шупашкарта тума пуçларăмăр. Ир-ирех автобуспа çула тухатăн та каç енне çаврăнса килетĕн. Автобусран тăрса юлсан вара тепĕр кунне çеç çитетĕн. Районта пысăк уявсем иртнĕ чухне, калăпăр, Акатуй, хаçатра сăн ỹкерчĕксем пичетлес тесе çĕрĕпе ĕçлеттĕм. Мĕн каламалли: фотографăн ĕçĕ питĕ кăткăс та тĕрлĕ енлĕччĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче хаçатпа сельхозтехникăри Владимир Московский çирĕп çыхăну тытатчĕ. Унăн сăн ỹкерчĕкĕсем те час-часах пичетленетчĕç.

Ялсем тăрăх чи малтанах велосипедпа çỹреттĕмĕр. Унтан мотоциклпа, кайран редакцин ЗИЛ автомашинипе. Тата каярахпа УАЗпа. Николай Можаев, Петр Чернов, Юрий Егоров, Владимир Исаев шоферсемпе çитмен ял хăварман.

Коллектив питĕ туслăччĕ. Уйрăмах Александр Миллин, Лидия Васильева редакторсем пысăк тавра курăмлă пулнипе палăратчĕç. Кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче шахматла, доминолла, шашкăлла выляттăмăр. Тĕрлĕ паллă хуласене экскурсие каяттăмăр. Çĕр каçмаллах. Çамрăк пулнă çав ун чухне. Пурте комсомолецсемччĕ. Редакципе типографи ĕçченĕсем ĕçре кăна мар, общество пурнăçĕнче те хастарччĕ. Коллектив почта çыхăну ĕçченĕсемпе пĕрле тĕрлĕ художество пултарулăх конкурсĕсене хутшăнатчĕ.

Районти культура ĕçĕнче сулмаклă утăмсемпе палăракан Антонина Питеркина райкомра, райĕçтăвкомра, редакцире, почтăра, ветеринари станцийĕнче ĕçлекен арçынсенчен хор йĕркеленĕччĕ. 60-70 арçынччĕ унта. Кашни çулах районти ĕçпе юрă уявĕнче халăха концертпа савăнтараттăмăрччĕ. Пĕр çулхине республикăри Акатуя хутшăнма тивĕç пултăмăр. Виçĕ кун Шупашкарта репетици ирттертĕмĕр. Чăваш Енĕн музыкăпа искусство тĕнчинче тарăн йĕр хăварнă Валерий Важоров дирижер патĕнче ăсталăха туптарăмăр. Берендеевски паркĕнче иртнĕ пирĕн концерта КПСС обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Илья Прокопьев, СССР летчик-космонавчĕ Андриян Николаев пĕрремĕш ретре ларса курнине епле манайăн!

Редакцинче ĕçленĕ вăхăтра тата профсоюз путевкипе Финляндине кайса куртăм. Унта туяннă 10 метр креплина сутса укçаллă та пултăм…

Николай ГРИГОРЬЕВ, хаçатăн 1972-2002 çулсенчи фотокорреспонденчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code