Суббота, 7 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăван ялне чĕререн кăларман

Тăван ялне чĕререн кăларман

Тĕмер хĕрĕ Маргарита Васильевна Романова тăван ялтан 7 çул вĕренмелли шкула пĕтерсен тухса кайнă. Канашри медицина училищи çумĕнчи фельдшерсен шкулне вăл 16 çулта пĕтернĕ. Ун хыççăн шăпа ăна таçта та илсе çитернĕ. Анчах та çуралса ỹснĕ яла, ашшĕ-амăшне юлашки сывлăшĕ тухичченех асра тытнă.

Путиле йăхĕнчен

Маргарита Васильевнан аслашшĕ — 1850-мĕш çулсенче çуралнă Роман Мартынович Мартынов Путиле ятпа сарăлнă йăхран тухнă. Çĕр ĕçĕпе пурăннă, çĕвĕç ĕçне те лайăх пĕлнĕ. Мартынов-Будилов хушаматпа XIX ĕмĕр вĕçĕнче — XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи чиркỹ кĕнекисенче ятлă-сумлă çынсен тата пуянсен ачисен хĕресне ашшĕ е авланакан каччă çумĕ пулса çырăнни темиçе те тĕл пулать. Çакă та унăн ялта ячĕ-сумĕ пулни çинчен калать. Роман Мартыновăн икĕ ывăлпа пĕр хĕр пулнă. Аслă ывăлĕ Мишуркка — Михаил Романович Романов 1903 çулта ялти тепĕр çынпа — Иван Герасимович Кузнецовпа пĕр вăхăталлах Хусанти учительсем хатĕрлекен семинаринче экстерн мелĕпе экзамен тытса учитель ятне илнĕ. Тĕмерти, Кỹлпуçĕнчи шкулсенче ачасене вĕрентнĕ, унтан диакона тухнă. Тĕмерте, чылай вăхăт таврари ялсенчи чиркỹсенче диаконра, пачăшкăра ĕçленĕ. Унăн ачисем пурнăçĕсене тивĕçлипе пурăнса ирттернĕ. Александрпа Леонид Романовсем Казах ССРĕнче тĕпленсе пурăннă. 1942 çулта фронтра вилнĕ. Аркадий тата Александра Романовсем учителе вĕренсе тухнă. Аркадий Михайлович вăрçăран таврăнсан Чăваш Тăрăмĕнчи 7 çул вĕренмелли шкулта учитель, директор пулса ĕçленĕ. 1950 çулта çемйипе Йĕпреç районĕнчи Çирĕклĕ ялне куçса кайнă. Мăшăрĕпе Пучинкери вăтам шкулта ĕçленĕ. Вăл 2018 çулта 96 çула кайса пурнăçран уйрăлчĕ.

Нина Михайловна Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă, нимĕç фашисчĕсене хирĕç пынă вăрçа хутшăннă. Каярахпа Харьковри медицина институтне вĕренсе пĕтернĕ, нумай çул врачра ĕçленĕскер, унтах 2010 çулта çĕре кĕнĕ. Михаил Романовичăн улттăмĕш ачи Вячеслав Михайлович, инженер-строитель пулнăскер, вăрçăра хăй хỹтĕленĕ Ленинград хулинче ĕмĕрне пурăнса ирттернĕ. Маргарита Михайловна иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче ялти хĕрарăмсенчен чи малтан тракториста вĕреннĕ. Вăл Аслă Таяпари А.Гордеева качча тухнă, анчах унăн ĕмĕрĕ кĕске пулнă.

Роман Мартынович Мартыновăн — Путиле Романăн хĕрне — Лидия Романовна Романовăна 10 çул тултаричченех Самар хулинчи пĕр пуян патне ача пăхма илсе кайнă. Унта вăл çитĕничченех пурăннă. Пуян çемйинче ачисенчен хутла питĕ лайăх вĕреннĕ, нимĕç чĕлхине аван пĕлнĕ. Яла таврăнсан икĕ хутчен качча кайма тивнĕ. Пĕрремĕшĕ граждан вăрçинчен таврăнайман. Иккĕмĕш упăшки Василий Жирнов ялти чиркỹре тиечукра ĕçленĕ. Вĕсен виçĕ ачи каярахпа учителе вĕренсе тухнă: Александра Васильевна Тĕмер шкулĕнче 40 çул ĕçленĕ. Виктор Васильевич фронтран таврăнсан Камчатка крайĕнче пенсие тухичченех ачасене вĕрентнĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ ята тивĕçнĕ. Анатолий шăллĕ те, пиччĕшĕпе аппăшĕ пекех, Патăрьелĕнчи педагогика техникумне пĕтернĕскер, ĕç стажне учительтен пуçланă. Унтан педагогика институтне пĕтернĕ. «Чăваш коммуни» (халĕ «Хыпар») хаçатра литсотрудникре ĕçленĕ. Чăваш литературинче палăрма пуçланă çамрăк поэт пулнă. Шел, пурнăçран питĕ çамрăкла уйрăлса кайнă. Лидия Романовна çемйинче малтанхи упăшкинчен çуралнă Николай ỹснĕ. Вăл вăрçăн пĕрремĕш çулĕнче хыпарсăр çухалнă.

Роман Мартыновăн виççĕмĕш ачи Василий хресчен ĕçĕпе пурăннă. Ашшĕ пекех ăста çĕвĕç шутланнă. Унăн çурчĕ Юмансар çырмипе Çирĕклĕ юханшывĕ пĕрлешнĕ вырăнăн сулахай енче — халĕ Федор Васильев пурăнакан çурта хирĕç ларнă. Василий Романович мăшăрĕпе Ольга Игнатьевнăпа икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ: Лидия тата Маргарита. Çемьере Ольга Игнатьевнан пĕрремĕш мăшăрĕнчен çуралнă Афиногент Семенович Козлов ỹснĕ. Вăл фронтран таврăнайман. Çемье пуçĕ Василий Романов иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче вилнĕ. 1886 çулта çуралнă Ольга Романова 1983 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă. Ялта çынсем ăна Ромашка Ульхи ятпа чĕнетчĕç. Улăм витнĕ пĕчĕк пỹрчĕпе хуралтисене колхоз хăмаран витсе панине астăватăп. Çак çуртра çуралса ỹснĕ ĕнтĕ Маргарита Васильевна Романова.

Вăл та Çĕнтерĕве çывхартнă

Маргарита Романова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнни, вăрçă хыççăн çар службинче тăнă упăшкипе пĕрле çĕршыв тăрăх куçса çỹрени, ватлăхра хĕрĕ патне Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсене пурăнма куçса кайни çинчен мана унăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Аркадий Михайлович Романов 2003 çултах Йĕпреç районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче пулсан каласа панăччĕ. Анчах та хĕрарăм вăрçа хутшăннине çирĕплетекен документсем «Память народа» сайтра тупăнманран, хĕрарăм çемйипе те çыхăнма май килменрен 2020 çулта пичетленнĕ «Тĕмер ялĕн салтакĕсем» кĕнекене М.Романова пирки çырса кăтартма май килмерĕ.

Кăçал Çимĕк умĕн пĕр кун маларах ман пата тăван ял кун-çулĕпе кăсăкланакан, ялти ырă ĕçсене хутшăнса ертсе пыракан, çав шутра вăрçа хутшăннă ентешсен хушамачĕсене çырса стела хатĕрленĕ, нумай çул тĕрлĕ районсенче, çав шутра хамăр районта та прокурор пулса ĕçленĕ юстици полковникĕ Николай Анатольевич Муллин шăнкăравларĕ

— Николай Васильевич, Маргарита Романова вăрçă участникĕ çинчен илтнĕ-и, пĕлетĕр-и?

— Илтнĕ, пĕлетĕп, — тетĕп.

— Манпа юнашар унăн ывăлĕ тăрать, унпа калаçас, амăшĕ çинчен ыйтса пĕлес килмест-и?

— Паллах, хаваспах.

Çапла телефон урлă паллашрăмăр вăрçă участникĕн ывăлĕпе, Тольятти хулинче пурăнакан Алексей Георгиевич Васильевпа. Вăл кашни çул тенĕ пекех Çимĕке амăшĕ çуралса ỹснĕ Тĕмере, ашшĕн тăван çĕршывне — Хăвăлçырмапа кỹршĕллĕ, Тутар Республикин Кайпăç районне кĕрекен (унччен Пăва районĕнче пулнă) Пăва ялне çитсе килет иккен. Кукашшĕпе кукамăшĕн, аслашшĕпе асламăшĕн вилтăприйĕсене пуç таять. Унччен Матросовсен тăкăрлăкĕнчи Петр Николаевич Матросовсем патĕнче чарăннă. Юлашки вăхăтра Валерий Петрович Жуковпа çывăхланнă. Ашшĕ-амăшĕн чĕлхине те манман вăл.

Алексей ашшĕ-амăшĕ çинчен нумай каласа пачĕ, хулана çитсен амăшĕн фронтра ушкăнпа тата пĕччен ỹкерĕннĕ сăн ỹкерчĕкĕсене тата çар билечĕн копине электрон почтипе ярса пачĕ.

Копипе паллашсан çакна пĕлме май килчĕ: М.Васильева (Романова) 1924 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Çапăçакан çара 1942 çулхи раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи çар комиссариачĕ илнĕ, 1943 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче 1765-мĕш зенитлă артиллери полкĕнче çар присягине йышăннă, çар специальноçĕ — приборист, çар званийĕ — ефрейтор. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине çар присягине йышăннă кунран пуçласа 1945 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕччен хутшăннă. «Память народа.ру» сайтра 1765-мĕш зенитлă артиллери полкĕн çар журналĕ тупăнчĕ. Вăл полкăн вăрçă çулĕсенчи кун-çулне тĕплĕн çутатнă.

1765-мĕш зенитлă артиллери дивизионне 1942 çулта йĕркеленĕ, çав çулах унăн никĕсĕ çинче полк туса хунă. Вăл 1942 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнчен вара тăшман сывлăшран тапăннине хỹтĕлекен Мускав фрончĕн чаçĕсен йышĕнче çар дежурствине тăнă.

Полкăн çар журналĕнче вăл Мускав хулин хăш енче çар дежурствинче тăрса тĕп хулана тăшманран хỹтĕленине кăтартман. Анчах зенитлă артиллери полкĕ çар пĕлтерĕшлĕ промышленность объекчĕсене тăшман самолечĕсем бомбăсем пăрахасран сыхланă.

Тăшман самолечĕсем нумай хутчен Мускавпа унăн çывăхĕнчи объектсене бомбăсем пăрахса аркатма хăтланнă, ун пек чухне полк вĕсене хирĕç снаряд хыççăн снаряд кăларса янă. Фашистсен авиацийĕ вăрçăн пĕрремĕш çурринче пирĕн тылри Горький, Ярославль хулисене уйрăмах канăç паман. Хура хĕреслĕ самолетсем зенитлă артиллери персе тивертейми 12-13 пин метр çỹллĕшĕнчен вĕçсе иртнĕ. Ун пек чухне полк сывлăш разведкине йĕркелесе фашистсен самолечĕсем мĕнле йышпа тата мĕнле маршрутпа пирĕн тыла вĕçсе иртнине пĕлтерсе тăнă.

Вĕсене палăртма полк тĕрлĕ районсенче сăнав пункчĕсем йĕркеленĕ. Пирĕн ентеш сăнав пункчĕсенче вырнаçтарнă приборсемпе ĕçленĕ.

1943 çулта Курск пĕкки патĕнчи фашистсене çапса аркатнă хыççăн пирĕн çарсем пĕр-пĕр хулана илнĕ ятпа çĕнтерỹ салючĕсем пама тытăннă. 1765-мĕш зенитлă артиллери полкĕн хăш-пĕр подразделенийĕсем те Мускав хулинче йĕркелекен çĕнтерỹ салючĕсем пама хутшăннă. Маргарита тăшман самолечĕсем бомбăсем пăрахнине те, кунĕн-çĕрĕн дежурствăра тăнине те, выçăллă-тутăллă пурнăçа та тỹссе ирттернĕ.

Вăрçă чарăнсан, 1945 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче, йышĕпе ытларах хĕрсенчен тăнă 1765-мĕш полка салатса яма приказ кăларнă. Çулла М.Романова демобилизаци йĕркипе килне таврăннă.

Пурнăç çулĕ Америкăна çитернĕ

1945 çулта çартан таврăннă М.Романова Чăваш Тăрăмĕпе юнашар, Тутар Республикине кĕрекен Вырăс Тăрăм ялĕнчи фельдшер пунктне ĕçе вырнаçать. Çав вăхăт тĕлне унăн аппăшĕ Лидия Васильевна Чăваш Тăрăмне качча тухнă пулнă, иккĕмĕш сыпăкри тетĕшĕ Аркадий Михайлович унта учительте ĕçленĕ.

Амăшĕн малаллахи шăпи пирки ывăлĕ Алексей Васильев çапла каласа пачĕ: «1918 çулта çуралнă атте Георгий Васильевич Васильев вăрçă вĕçленсен çар службине юлнă. Отпуска таврăнсан-ши, кỹршĕллĕ Вырăс Тăрăм ялĕнче ĕçленĕ аннепе паллашать. Часах вĕсем пĕрлешеççĕ. Çар çыннин çемйи çĕршыв тăрăх чылай куçса çỹрет. Эпир Свердловск облаçĕнчи Волчанск хулинче, Вăтам Азире, Киров облаçĕнчи Шарья хулинче пурăннă. Юлашкинчен Тольятти хулинче тĕплентĕмĕр. Анне пĕр самант та ĕçсĕр ларман. Пенсие тухичченех фельдшерица пулса ĕçлерĕ. Эпир виççĕн çитĕнтĕмĕр: асли Альберт, иккĕмĕш — эпĕ, виççĕмĕш Алефтина йăмăк. Отпуск вăхăтĕнче Тĕмере те, Пăвана та час-часах килсе çỹреттĕмĕр. Анне тăван ялне питĕ юрататчĕ. Май пулсанах унта пулма тăрăшатчĕ. Вăл Америкăна куçса каясси йăмăк çемйипе çыхăннă. Эпир Вăтам Азире пурăннă вăхăтра Алефтина «Труд» хаçатăн Вăтам Азири ятарлă корреспонденчĕпе Роман Елизарович Исхаковпа паллашать, качча тухать. Вăл Вăтам Азири союзлă республикăсен пĕрремĕш секретарĕсемпе, ытти паллă çынсемпе çывăхчĕ. Çĕршыв салансан çемйипе АПШна куçса кайрĕ, аннене те пĕрле илчĕç. Анне 2020 çулта 96 çула çитсе коронавируса çĕнтереймесĕр вилсе кайрĕ. Вилес умĕн хăйне Тĕмер ялĕнчи масар çине амăшĕпе юнашар пытарма хушса хăварчĕ. Пандемие пула Америкăпа Раççей хулисенчи тỹрĕ авиарейссене чарнă хыççăн самолетсем вĕçмеççĕ. Çавăнпа аннен ỹтне çунтарнă юлашкийĕсене тăван яла кỹрсе килме май килмерĕ-ха. Аннен юлашки ыйтăвне пурнăçлатпăрах», — терĕ ывăлĕ.

Николай АЛЕКСЕЕВ,
тавра пĕлỹçĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Маргарита Романова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code