Вторник, 31 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мăшăр ăнланăвĕ, хавхалантарăвĕ хастарлăха ỹстерет

Мăшăр ăнланăвĕ, хавхалантарăвĕ хастарлăха ỹстерет

Чуна уçса калаçакан проектăн тĕпелĕнче — патшалăх регистрацийĕн, кадастрпа картографин федераци службин Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсен муниципалитет ертỹçин çумĕ, РФ граждан службин 2 класлă патшалăх советникĕ Алена Воробьева.

Тỹрĕ кăмăллă ĕçшĕн ведомство наградисене сахал мар тивĕçнĕ Алена Ивановнăпа унăн кабинетĕнче тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Ĕçлĕ хĕрарăмăн кĕсье е стационар телефонĕсем пĕрре те лăпланмаççĕ, ыйтусене кĕске вăхăтрах уçăмлатмаллине шута илсе ертỹçĕн кашнине çийĕнчех хурав, сĕнỹ-канаш памаллине лайăх ăнланатпăр.

Алена Ивановна, чи малтанах хăвăрăн организаци çинчен каласа парăр-ха?

— 22 çул каялла районта çĕнĕ организаци — регистраци палати уçма тытăннă май, мана, социаллă хỹтлĕх пайĕнчи специалиста, çĕнĕ ĕçе пуçăнма сĕнчĕç. Халĕччен пулман яваплă организаци ĕçне йĕркелесе ярасси, паллах, малтанах хăратрĕ, çапах шанчĕç пулсан — ăна тỹрре кăлармалла. Пĕчченех пуçăнтăм. Хамрăн ятарлă çурт та, сĕтел-пукан та, оборудовани те пулман, вăхăтлăх кабинетсенче ĕçленĕ.

Саккун улшăнса пынă май нумай çĕнĕлĕхпе паллашма тиврĕ. Организаци те тĕрлĕ ят улăштарчĕ. 3 çул ытла Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи пайĕн начальникĕнче тăрăшрăм. Реорганизаци хыççăн виçĕ районти пайăн начальникĕн çумне çирĕплетрĕç. Халĕ вара хамăрăн çурт, ĕç условийĕсем тивĕçлĕ шайра. Иккĕн вăй хуратпăр. Пирĕн тĕп тĕллев — кирек мĕнле куçман пурлăха та регистрацилесси.Эпир хамăра çирĕплетсе панă районсенчи мĕнпур куçман пурлăх, уйрăм çыннăн-и вăл е юридика сăпачĕн, харпăрлăхра пултăр тесе тимлетпĕр.

Хăçантан ĕçлет ку тытăм?

— Куçман пурлăх прависене регистрацилес тытăм 1998 çултанпа ĕçлет. Унчченхи тапхăрта граждансен уйрăм харпăрлăхне патшалăх тĕрлĕрен шута илнĕ, тĕрлĕрен документсем панă. Сăмахран, çĕр участок правине патшалăх акчĕпе, капиталлă строительство объекчĕсене вара — регистраци удостоверенийĕсемпе. 1998 çулччен харпăрлăхçă пулнă граждансем тата куçман пурлăх çинчен даннăйсем халĕ нумай чухне Пĕрлĕхлĕ патшалăх реестрĕнче çук. Çавăнпа та çĕршыв Правительствинче те ку ыйтăва тимлĕхе илнĕ. Пĕлтĕрхи июнĕн 29-мĕшĕнче ятарлă саккун ĕçлеме тытăннă. Вăл унччен шута илнĕ пурлăхăн хуçисене палăртмалли алгоритма çирĕплетет. Пурлăх прависене Пĕрлĕхлĕ реестрта çирĕплетни питĕ кирлĕ. Регистраци пулсан унпа хуçа ирĕклĕн усă кураять: парнелеме, сутма, арендăна пама, еткере хăварма, салука хума та пултарать тата ытти те.

Çапла, питĕ яваплă ĕç правасен патшалăх регистраторĕн. Ăçта пĕлỹ илнĕ Эсир?

— Вăтам шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тин уçăлнă юридика факультетне вĕренме кĕтĕм. 2011 çулта пĕлĕве анлăлатса Мускавра вĕрентĕм, патшалăх регистраторĕн сертификатне илтĕм.

Чи асамлă вăхăтсене — студент çулĕсене аса илер-ха, Алена Ивановна.

— Чăн та, студент çулĕсем çын пурнăçĕнче ăшă та ырă йĕр хăвараççĕ. Ял хыççăн хулари пурнăçа хăнăхни, çĕнĕ тус-юлташсемпе паллашни, чун-чĕрере юрату туйăмĕсем вăй илни… Пурте çав асамлă та илĕртỹллĕ вăхăтра, черчен çамрăклăхра пулса иртеççĕ-çке. Манăн та çаплах пулчĕ. Пĕр курсра вĕренекенсемпе — хĕр-и е вăл йĕкĕт — питĕ туслăччĕ эпир. Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне уйрăмах Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç каччипе Андрей Воробьевпа уйрăлми çывăх юлташсем пулса кайрăмăр. Тем тесен те кăнтăр енче пурăнакан чăваш çамрăкĕсем пурнăç çинчен тĕплĕн, тарăн шухăшлани студент чухнех лайăх сисĕнетчĕ. Хамăр енчи çынсем калаçăвĕпе те, ĕçĕпе те яланах чун-чĕрене çывăхрах. Каярахпа туслăх чăн-чăн юратăва куçрĕ — иккĕн киносене çỹреме пуçларăмăр, анлă Атăл хĕррине уçăлма тухаттăмăр. 4 курс пĕтерсен çемье çавăртăмăр. Шăпах тепĕр эрнекун эпир çемье чăмăртани 26 çул çитет.

Дипломлă юристсем хулана юлас темерĕр, яла таврăнтăр?

— Чăннипех те çапла. Эпир ун чухне виççĕнччĕ ĕнтĕ. Екатерина хĕрĕм çуралнăччĕ.

Алена Ивановна, Елчĕкри пурнăç çинчен калаçма пуçличчен хăвăрăн ачалăха аса илсен вырăнлăрах пулĕ?

— Эпĕ, шỹтлерех каласан, Елчĕк ене аякран мар, Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ тăрăх «юхса» килнĕ. Патăрьел районĕнчи Еншик ялĕнче çуралса ỹснĕ. Пирĕн тăрăхран пуçланать те Кĕçĕн Пăла. Атте, Иван Михайлович Сурнаев, ĕмĕрне производство организаторĕнче ĕçлесе ирттернĕ. КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче те вăй хунă. Эпĕ кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех, каярах та, чылай çул 5 яла пĕрлештерсе тăракан «Герой» колхоза ертсе пыратчĕ. Унăн ырă ĕçĕсене, ятне ял-йыш манмасть, асрах тытать. Питĕ пултаруллă та ăста, анлă тавра курăмлă çынччĕ. Шел, пирĕнтен ир уйрăлса кайрĕ. Анне, Нина Алексеевна, çамрăкран библиотекарьте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Пирĕн туслă çемьере виçĕ ача çитĕннĕ. Анне тетен çемйипе пĕрле пурăнать. Йăмăк та ялтах хунав янă.

Упăшкăрпа иксĕрĕн те аçăрсем колхоз председателĕсем пулнă апла?

— Кăна вĕренме пуçласан пĕлтĕмĕр. Çапах та эпир нимĕнпе те уйрăлса тăман ытти студентсенчен. Общежитире пурăннă, шаритленĕ çĕрулмие пĕр çатмаран çинĕ. Кỹршĕ районта ĕçлесе пурăнакан хуçалăх ертỹçисем пĕр-пĕрне палланах ĕнтĕ. Хулана ĕçпе килсен иккĕшĕ те ачисен пурнăçĕпе интересленнĕ. Пĕринче атте ман пата общежитие пынă. Эпĕ Андрейпа кино курма кайнă. Кун пирки аттене пỹлĕмри хĕрсем каланă. Андрейăн ашшĕ те ывăлĕ патне пынă иккен. Ăна та каччă кинона кайнине пĕлтернĕ. Хайхисем ачисене кураймасăрах каялла çаврăннă. Часах подъездра иккĕшĕ тĕл пулнă. «Эсĕ мĕн туса çỹрен кунта?», «Эсĕ тата?». Çапла вĕсем ачисем кунта пĕрле вĕреннине, пĕр хутрах пурăннине пĕлнĕ. «Апла пулсан пирĕн ачасем кинона та пĕрле кайман-ши?» — текен шухăш çуралнă вĕсен. Аттесен туслăхĕ хăталлă пулсан тата хытă çирĕпленчĕ.

Тăхăрвуннăмĕш йывăр çулсенче ялти интеллигент ачисем хăйсене мĕнле тытнă?

— Пире нимĕнпе те иртĕнтермен. Яланах лайăх çын пулмалла тесе вĕрентнĕ. Хитре тум илĕртнĕ пулсан та анне ыттисем пекех, çынпа пĕр тан, тăхăнтартнă, ĕçе вĕрентнĕ, сăпайлăха мала хунă. Кĕнеке нумай вуланă. Çирĕп воспитани илнĕ. Пирĕн тус-юлташсемшĕн, ял ачисемшĕн пур енĕпе те ырă тĕслĕх кăтартмалла пулнă. 9 класс таран хамăр ялти шкулта вĕреннĕ, вăтам шкула Хирти Пикшик ялне çỹренĕ. Аттестатра лайăх паллăсем кăна. Тутар ачисемпе пĕрле вĕреннĕрен вĕсен чĕлхине пĕлсе ỹснĕ.

Аслă пĕлỹ илсессĕнех мăшăрăн тĕп çемйине — Çĕнĕ Эйпеçе çул тытрăр пулĕ?

— Çапла. Пире Андрейăн ашшĕпе амăшĕ, Владимир Петровичпа Тамара Николаевна, питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç. Мăшăрăм çемьере пĕртен-пĕр ывăл пулнăран ĕлĕкрен пыракан йăлапа тĕп килте пурăнмаллине ăнланнă эпир. Аттепе анне вăл çулсенче çамрăк-ха, вашават та хастар, шав малалла талпăнаççĕ. Пире: «Пĕрле пурăнмасан та аякка ямастпăр, Елчĕкре çурт лартăпăр», — терĕç те пĕрле çурт тума шухăшларăмăр. Вăл çулсенче çурт лартма çĕр лаптăкĕ те памастчĕç. Аран туянтăмăр. Çапла уйăхри ачапа çурт тума тытăнтăмăр. 1999 çулта унта пурăнма кĕтĕмĕр.

Ялта хамăрăн çурт, пахча тата ытти пулнинчен ырри çуках.

— Чăн та. Çурта хамăра кирлĕ пек ăсталанă. Чи кирли — унта хăтлăх, юрату, ăшпиллĕх, канăçлăх хуçаланни. Тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла ỹстеретпĕр. Çĕрулми лартатпăр. Хамăр пăхса çитĕнтерни тутлă та паха. Кỹршĕ-аршă та лайăх. Пĕрле килĕштерсе пурăнатпăр. Камăн пахчинче мĕн ăнса пулнă — пирвай пĕрле тутанса пăхатпăр.

Уйрăм çуртра арçын аллисĕр пĕр утăм тума та кансĕр.

— Паллах. Ку енĕпе мана ăннă. Андрейĕн тытса туман ĕçĕ çук. Пирĕн килте «арçын, хĕрарăм ĕçĕ» текен ăнлав пачах çук. Иксĕмĕр те килте пулсан пахча та çумлатпăр, пăта çапмалли пулсан — парса тăраканни эпĕ пулма пултаратăп. Ывăлăм та пире пулăшать.

Андрей Владимирович мĕнлерех упăшка, атте? Ăçта ĕçлет?

— Вăл пирĕн çемьен çирĕп тĕрекĕ, çав тери ырă кăмăллă. Ĕçчен те харсăр, килте ахаль лараймасть, тăтăшах картишĕнче кăштăртатать. Маттур ывăл çитĕнтернĕшĕн унăн ашшĕпе амăшне, аслашшĕне тав тăватăп. Эпĕ савнă çыннăма ĕçке-çике кайсан та халĕччен ỹсĕр курман. Общество ĕçĕнче те хастарлăхпа палăрать. Ывăлпа хĕршĕн пысăк авторитетлă. Халĕ вăл Шупашкар хулинчи Мускав районĕнчи адвокатсен коллегийĕнче тăрать. Маларах районти предприятисенче юристра ĕçлерĕ. Сăмах май каласан, Воробьевсен çемйинче юрист профессине алла илнисем йышлăн.

Алена Ивановна, телейлĕ теме пултаратăр-и хăвăра?

— Телей шăплăха юратать теççĕ те, çапах та хама телейлисен йышне кĕртетĕп. Мăшăрăм çумра. Мана пур енĕпе пулăшать, ăнланать, кăмăл сỹрĕк чухне хавхалантарать. Икĕ ача çитĕнет пирĕн. Екатерина юрист. Шупашкарта банкра ĕçлет. Ывăлăм, Дима, часах 10 класа каять. Анне ырă-сывă пурăнни, çывăх тăвансем юнашарри мĕне тăрать! Çакна та каласа хăварас килет: сăпайлă чăваш хĕрарăмне арçын хыçĕнче пыни питĕ килĕшỹллĕ. Ыттисем пек евĕрлесси çук манăн, эпĕ мĕнле пур — çавăн пек.

Халĕ Çĕнĕ Эйпеçе тăтăшах та каяймастăр пулĕ?

— Май килсенех вăхăт çитерсе каятпăр. Ушкăнпа пурнăçламалли ĕçсене пĕрле тăватпăр. Хăнана та час-часах çỹретпĕр. Тăван-хурăнташсемпе яланах пĕрле, пĕр çăвартан пурăнатпăр. Хунямапа хуняçа питĕ лайăх çынсем. Паллах, пурнан пурнăçра шухăшсем раснараххи те пулнă-тăр, çапах та яланах пĕр шухăш патне пырса тухатпăр, пĕрин те çилĕ хăваласа çỹрес йăла çук.

Алена Ивановна, хăвăр характера сăнласа парăр-ха? Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕр?

— Лăпкă çынах тееймĕп. Чăххăн та çилĕ пур тенĕрен, вĕриленме те пултаратăп, анчах хирĕçесси çук манра. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма тăрăшатăп. Уçă кăмăллă çын тесе шутлатăп. Манăн пытармалли нимĕн те çук.

Пушă вăхăт тупăнсан çĕлетĕп, çыхатăп. Пире пĕчĕкрен ал ĕçне вĕрентнĕ. Астăватăп, аслă классенче вĕреннĕ чухне йăмăка Белоруссине кайма хам алăпа костюм çĕлесе патăм. Питĕ юратса тăхăнчĕ ăна, лавккаринчен кая марччĕ.

Çывăх юлташсемпе час-часах тĕл пулатăр-и?

— Елчĕкре 26 çул пурăнса чылай тус-юлташ пирĕн. Çавăн пекех пĕрле вĕреннисемпе паян та туслă çыхăну тытатпăр. Май килсенех тĕл пулатпăр, чуна уçса калаçатпăр, асаилỹ ăшне путатпăр…

Социаллă сетьпе туслă-и?

— Паян пурнăçран юлма çук: соцсетьпе туслă пулни те кирлĕ. Çавăнпа та унти хыпарсемпе, çĕнĕлĕхсемпе паллашсах тăратăп. Çапах активлăхпа палăрмастăп, чылай чухне вăхăт çитменни пĕтерет.

Алена Ивановна, отпуска мĕнле ирттеретĕр?

— Яланах çемьепе пĕрле ирттерме тăрăшатпăр. Кăçал та Соль-Илецкра кантăмăр. Кану кунĕсене çемьепе пĕрле ирттернинчен ырри нимĕн те çук. Унччен кĕнеке нумай вулаттăм, халĕ ку енĕпе мухтанма пултараймастăп. Пушă вăхăт тупăнсан ĕлĕкхи кинофильмсене пăхма кăмăллатăп. Кино курнă е кĕнеке вуланă чухне унти сăнарпа пĕрле куççулĕ те хăй сисĕнмесĕрех юхса анать.

Алена Ивановна, Сире районти спорт ăмăртăвĕсенче пĕрре мар пьедестал çинче курнă…

— Çуран чупма, йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллатăп. Массăллă чупусенчен пăрăнса юлмастăп.

Ĕçе çуранах çỹретĕр-и?

— Çуран утма кăмăллатăп. Тăтăшах васкамаллине шута илсе юлашки çулсенче çăмăл машина рулĕ умне лартăм.

Патшалăх ял хĕрарăмĕсен ĕç кунне пĕр сехет кĕскетрĕ. Питĕ меллĕ вĕт иртерех кайса, уйрăмах çу кунĕсенче, кил хушшинче ĕçлеме…

— Питĕ лайăх, анчах ĕç тăкăс пулнăран вăл çăмăллăхпа питех усă кураймастăп, çапах ыттисемшĕн савăнатăп. Ертсе пыракан кирек мĕнле должноçра ĕçлесен те хĕрарăма килте тыл çирĕп пулмасан çав тери йывăр. Çавăнпа та чи малтанах мăшăра мана ăнланнăшăн, пулăшнăшăн, мĕн тесен те иксĕмĕр те юрист пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ, ăшă сăмахпа хавхалантарнăшăн тав тăватăп. Тепĕр чухне сĕм çĕрлеччен те документсенчен уйрăлаймастăн. Çапах та унран: «Ăçта çỹрен?» — тенине илтмен. Эпĕ çитнĕ çĕре апат та пиçнĕ, ыттине те хатĕрленĕ. Пĕр-пĕрне ăнлансах пурăнатпăр…

Сăн ỹкерчĕкре: А.Воробьева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code