Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Саккунсăр тупăш

Саккунсăр тупăш

Коррупци ĕçри должноçпа усă курса саккунсăр тупăш тума хăтланнине, взятка илнине е панине пĕлтерет.

Должноçри çынсен коррупцине пула патшалăх пысăк тăкак тỹсет. Унсăр пуçне граждансемпе организацисен прависем пăсăлаççĕ. Коррупципе кĕрешесси паянхи кун пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕтĕм тĕнчипех çирĕплетнĕ.

Раççейре те çак пулăмпа кĕрешсе чылай ĕç тăваççĕ. Ытларах çак енĕпе прокуратура органĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсем должноçри çынсен, патшалăх тата муниципалитет органĕсен ĕçне тĕрĕслесе коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртаççĕ, айăплисене явап тыттараççĕ. Унсăр пуçне прокуратура коррупци енĕпе профилактика ирттересси çине те пысăк тимлĕх уйăрать.

Йĕркене пăснă тĕслĕхсен шутне муниципалитет тата патшалăх шайĕнчи служащисем, депутатсем чылай чухне хăйсен тупăшне пытарма тăрăшни, муниципалитет харпăрлăхĕпе уйрăм çын тĕллевĕсем валли усă курни кĕреççĕ. Прокуратура ĕçченĕсем унчченхи служащисене çĕнĕ ĕçе мĕнле илнине те тĕрĕслеççĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн, çĕнĕ ĕç параканăн служащие ĕçе илни çинчен унччен вăл тăрăшнă власть органне пĕлтермелле.

Чылай чухне коррупци преступленийĕсем граждансем должноçри çынсене взятка пама хăтланнипе çыхăннă.

Йĕркене пăсакансене тивекен айăплав çирĕп: должноçри çынсене взятка панăшăн явап тытма тивет, çакăншăн ирĕкрен 15 çул таран хăтарма, взятка сумминчен 70 хут пысăкрах штраф тỹлеттерме пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code