Понедельник, 26 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

100 пинлĕх сертификат!

Шупашкарти «Спартак» стадионра республикăри районсен ентешлĕх командисен спорт фестивалĕ иртнĕ.

Командăсем малтанах волейбол тата футбол турнирĕсенче вăй виçнĕ. Елчĕксен çивĕч кĕрешỹсенче иккĕшĕнче те 4-мĕш вырăнпа çырлахма тивнĕ. Çапах та ку пĕчĕк «шăйрăка» канат туртакансем саплаштарнă: вĕсем финалта Вăрмарсене парăнтарса тĕп парне — чĕрĕ така çĕнсе илнĕ.

Çапла вара виçĕ ăмăрту кăтартăвĕпе ентешсем çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Юрий Карпов ертсе пыракан спорт дружинине Кубокпа тата спорт хатĕрĕсем туянма 100 пин тенкĕлĕх сертификатпа чысланă. Маттур!

Çемьесен ăмăртăвĕнче

Элĕкри «Хĕлхем» спорт керменĕнче республикăри çемье командисем ГТО нормисене пурнăçлас тĕлĕшпе йĕркеленĕ ăмăртусенче вăй виçнĕ.

Пирĕн район чысне çакнашкал тупăшура пуçласа Кĕçĕн Таяпари Петровсен çемйи хỹтĕленĕ. Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен 10-ри Никита, унăн «Улăп» ФОКра ĕçлекен амăшĕ Алина, автосервисра тăрăшакан ашшĕ Сергей тата асаннĕшĕ Людмила пĕтĕм теста парăнтарса 11-мĕш вырăн йышăннă. Уйрăммăн — Никита арçын ачасен хушшинче çĕнтерме пултарнă.

ЦСКАра вылять

Шупашкар хĕрне Юлия Мазякинăна хĕрарăмсен «ЦСКА» футбол командин йышне илнĕ.

Халĕ 14-ри спортсменка Мускав облаçĕнчи çамрăк футболистсен центрĕнче хатĕрленет. Юлия мĕн ачаранпах футболла вылять. Унăн амăшĕ — тренер. Елена Мазякина Чăваш Енри хĕр ачасен командипе ĕçлет. Вăл пулăшнипе хĕрĕ спортра пĕрремĕш утăмсем тунă. Юлия тĕрлĕ регионта иртнĕ турнирсенче выляса ăста футболист пулнине ĕнентернĕ. Вăл тĕрлĕ ăмăртура малти вырăнсене йышăннă. Акă кăçал «Футбол — шкула» проектпа килĕшỹллĕн иртнĕ турнирта бронза медаль çĕнсе илнĕ. Юлашки çулсенче хĕр республикăри футбол шкулĕнче Сергей Лесин тренер патĕнче вĕреннĕ.

Юльăн амăшĕ — Елена Геннадьевна — хамăр районти Кипеçрен. Шупашкарти хĕрарăмсен «Волжанка» командинче хỹтĕлекен пулса вылянă, РФ спорт мастерĕ. Хăй те ачаранах арçын ачасемпе тан футбол, хоккей вылянă, юланутпа çỹренĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code