Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Асăрханăр, ачасем!

Асăрханăр, ачасем!

Çуллахи кану хыççăн шкул ачисем каллех партăсем хушшине ларчĕç. Вĕсене вĕренĕве тỹрех пуçăнма анчах мар, çул-йĕр çинче çỹреме хăнăхма та йывăртарах. Çакна шута илсе çуллахи каникул хыççăн республикăра кашни çулах «Асăрханăр, ачасем!» профилактика операцийĕ иртет. Кăçал вăл августăн 25-мĕшĕнче пуçланчĕ, сентябрĕн 9-мĕшĕччен пырать.

Раççей çулĕсем çинче çулсеренех нумай ача вилет. Хăрушă инкексен тĕп сăлтавĕ ытларах чухне ача çул çỹремелли йĕркесене пĕлменнипе тата аслисем тимсĕр пулнипе çыхăннă. Çавăнпа та патшалăх автоинспекцийĕ водительсемпе ашшĕ-амăшне яланах асăрхануллă пулма ыйтать. ачасене çул-йĕр правилисене пĕчĕкренех вĕрентме ыйтать. Аслисен ку енĕпе уйрăмах тимлĕ пуласчĕ, правилăсене ăнлантарнă чух сăмахсене тĕслĕхсемпе çирĕплетни кĕçĕннисен асĕнче вăрахлăха юлĕ. Ашшĕ-амăшĕн ачисене ясли-сада, шкула леçнĕ чухне çул çинче кашни вырăнпа тĕплĕн паллаштармалла, çул урлă хăш вырăнтан каçмаллине, ялан тимлĕ пулмаллине ăнлантармалла. Водитель вăхăтра асăрхатăр тесе ача тумĕ çине çутта хирĕç çутатакан детальсем çĕлемеллине асра тытар.

Автомашинăсен салонĕнче ачасене 11 çула çитиччен ятарлă креслосем çинче илсе çỹремеллине пĕлме тивĕç ашшĕ-амăшĕ. Ку йĕркене пăхăнманнисен РФ КоАП 12.23 статйин 3 пайĕпе килĕшỹллĕн 3000 тенкĕ штраф тỹлеме тивет.

Пĕр-пĕрне упрар, палăртнă кашни йĕркене çирĕп пăхăнар.

А.СЕРГЕЕВ, ГИБДД инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code