Среда, 7 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Канлĕ кун курман канăçсăр чун

Канлĕ кун курман канăçсăр чун

Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕн, Чăваш Енри Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ, çамрăксен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чĕмпĕрти «Еткер» телекăларăмăн аслă редакторĕ, Раççейри «Халăх фрончĕ» юхăмăн Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕн сопредседателĕ, ЧНК вице-президенчĕ пулнă Олег Николаевич Мустаев çутă тĕнчерен уйрăлнăранпа сентябрĕн 14-мĕшĕнче çур çул çитрĕ.

Çĕнĕ Эйпеç ялĕнчен çĕкленсе тухнă мухтавлă ентешĕмĕр ячĕпе юнкун Ульяновск хулинчи 600 вырăнлă «Современник» Культура керменĕнче асăну каçĕ иртрĕ. Чăвашсем кăна мар, тĕрлĕ халăх çыннисем кăмăл тунă унта хутшăнма. Эппин, вĕсем Олега лайăх пĕлнĕ, унăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. Культурăпа автономи центрĕсен ертỹçисем — Владимир Бабайкин, Рамис Сафин, Арсен Абрамян, Владимир Софронов тухса каланисенче çакă тĕпре пулчĕ: пирĕн Олег чăвашлăха мала хунипе пĕрлех пĕтĕм халăхсен пĕрлĕхĕшĕн те тăрăшнă. Авторитетлă, пултаруллă, шанчăклă, мал ĕмĕтлĕ, ырă кăмăллă… Анлă хаклав пулчĕ ун çинчен, унăн ĕçĕсем çинчен.

Ульяновск облаçĕн Губернаторĕн заместителĕ Александр Коробко О.Мустаев хулапа облаçăн культура аталанăвне калама çук пысăк тỹпе хывнине палăртрĕ. XIX ĕмĕрте И.Яковлев тутарнă хулари православи чиркĕвне хута яни, чăвашсен наци-культура автономине туса хуни, Чĕмпĕр чăваш шкулĕн никĕсĕ çинче Чăваш патшалăх университечĕн вĕренỹпе консультаци пунктне уçни пархатарлă ĕçсен пĕр пайĕ çеç.

Пирĕн ентешĕн çак тата ытти ĕçĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынă делегаци те паллашнă, И.Яковлев палăкĕ умĕнче пуç тайнă. Асăну каçĕнче вара Леонард Васильевич çакна палăртрĕ:

— Кам Олег Николаевича пĕлнĕ, унпа паллашнă е пĕрле ĕçленĕ — çав çын телейлĕ, мĕншĕн тесен вăл хăйĕн хавхаланăвĕпе, хастарлăхĕпе ырă туйăмсем çуратнă. Чăвашлăха аталантарас, чăвашсене пĕрлештерес тесе ырми-канми вăй хунă вăл. Яланах çĕннине, палăртнине пурнăçлама тĕрлĕ май шыранă. Кирек ăçта та аптăраман, çухалса кайман, чăваш ятне ялан çỹле çĕкленĕ. Ăна манăн И.Яковлев еткерлĕхне малалла тăсакан Чăваш Улăпĕ тесех хаклас килет. Олег Николаевича яланах асра тытар, вăл пурнăçа кĕртнĕ ĕçсене тивĕçлипе упраса çирĕплетсе пырар.

Мероприятие çỹллĕ шайра ертсе пынă Антонина Александровăпа Леонид Антонов Олегăн пурнăçĕн кашни тапхăрне презентаципе пуянлатса уçса пычĕç. Çавăнтан кăсăклă самант та: Çĕнĕ Эйпеç каччи Германире службăра тăнă чухне хăйне пăхăнса тăнă отделенири салтаксене — тĕрлĕ наци ывăлĕсене «Шăнкрав курăкĕ» юрра чăвашла юрлама вĕрентнĕ.

Тăван халăхшăн чуна парса тăрăшаслăх, ав, хăçанах юнра-чунра пулнă унăн!

Концерт программи Патреккел халăх хорĕн, Тỹскелти «Шуçăм», «Тускил» тата Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсен «Мерчен» ансамблĕсен пултарулăхĕпе çыхăннă. Пĕрин хыççăн тепри сцена илемĕ пулса тарăн шухăшлă юрăсене куракан умне кăларчĕç. Халăх питĕ тарават: кашни юрă çаврăмне тăвăллăн алă çупса пахаларĕ. Олег Мустаев çырса кĕвĕленĕ «Яльчики» юрра вара гимн вырăннех йышĕнчĕç-тĕр — сцена ăстисемпе пĕрле ура çине тăрса шăрантарчĕç.

…Çĕнĕ ĕçе пуçлакана яланах йывăр. Унăн тỹре-шара хирĕçленине хăйĕн шухăш-тĕллевĕпе çирĕплетсе çиеле тухмалла. Урăх регионта пушшех те кăткăс. Анчах хĕрỹ чĕреллисем, çиле хирĕç шав малалла талпăнакансем — çĕнтереççех! Олег Мустаев вăл!

Олег Мустаев пархатарлă, маттур та курăмлă тата вăйлă йăхран, чăвашлăх ĕçĕн тỹпинчи сỹнми çутă çăлтăр…

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code