Суббота, 7 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Чỹклемене хутшăнтăмăр

Чỹклемене хутшăнтăмăр

Нумаях пулмасть эпир, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем, Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче пулса хамăр пултарулăха кăтартрăмăр.

Инçе çула пăхмасăр хăнана кайнин тĕп сăлтавĕ — пире унти Чỹклеме уявне хутшăнма йыхравлани. Теччĕ районĕ тырă пухса кĕртессипе кăçал малтисен ретĕнче, çавăнпа та чăвашсем кивĕ çăнăхпа çĕнĕ çăнăха хутăштарса пĕçернĕ çăкăра тутанса пăхма хăнасене те чĕннĕ.

Вырма вĕçленсе пынă май уява ирттерме те кăмăллă вĕсене. Чăннипех те чăвашсен ырă йăли-йĕркипе килĕшỹллĕн питĕ хаваслă та интереслĕ иртрĕ вăл. Эпир хамăр тăрăхри авалхи юрăсемпе савăнтартăмăр. Кунтах хамăр ентешсемпе те тĕл пулса калаçрăмăр, пĕрле чăваш юррисене шăрантартăмăр. Алексей Московский пурте пĕлекен «Çуркунне тĕл пултăм эп сана…» юррине шăрантарма пуçласан вара пурте унпа пĕрле юрларăмăр.

Уява Теччĕ район пуçлăхĕ Рамис Сафиуллов та хутшăнчĕ, хăйсен тата Чăваш Енрен килнĕ фольклор ансамблĕсен пултарулăхне курса савăннине палăртрĕ.

И.СМИРНОВА,
Аслă Пăла Тимешри культура çурчĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code