Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Пултарулăх сезонĕ уçăлнă

Пултарулăх сезонĕ уçăлнă

Иртнĕ канмалли кунсенче районти культура çурчĕсенче çĕнĕ пултарулăх ĕççине уçса тĕрлĕ мероприяти иртнĕ.

Яманчỹрелĕнчи культура çуртĕнче ял çыннисем шкул ачисен пултарулăхне курса савăннă. Кунта «Раççейри халăх алăсталăхĕсем» курав йĕркеленĕ. Ачасен «Сармантей» фольклор ушкăнĕ (сăн ỹкерчĕкре) вара «Халăх йăли-йĕркипе пурăнмалла тата çитĕнмелле» калаçăва хутшăннă. Вĕсем ват асламăшĕпе аслашшĕсен ачалăхĕнчи юрăсене юрланă, вĕсем вылянă вăйăсенче савăннă, картана тăрса ташланă. Çав вăхăтрах юмахсем калама та пултарнă. Авалхи йăла-йĕркепе тĕплĕнрех паллашнă май ачасем пит-куçĕ савăнăçпа тулнă.

х х х

Çирĕклĕ Шăхальти культура ĕçченĕсем куракана «Купăс сасси янрасассăн!» концерта йыхравланă. Ял-йыша Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ловкин саламланă, пултарулăх коллективне халăхăн пушă вăхăтне культурăллă ирттерме, куракана савăнтарма, культура ĕçченĕсене тĕрлĕ мероприятие ватти-вĕттине, çамрăксене хутшăнтарма йыхравланă.

Фойере «Акварелька» кружок членĕсен ĕçĕсен выставкине йĕркеленĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: сцена çинче — культура ĕçченĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code