Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сыхланни лайăхрах

Сыхланни лайăхрах

Юлашки вăхăтра коронавирус чирĕ татах вăй илме пуçланине тухтăрсем çине-çинех çирĕплетеççĕ.

Пациентсенчен нумайăшĕ килте сипленет пулин те ковид-центрсенче выртакансем те сахаллăн мар.

— Хăрушă чиртен сыхланас тесен вакцинаци туни пĕлтерĕшлĕ. Районти тĕп больницăра ревакцинациленме те вакцина пур. Ку — прививкăн иккĕмĕш тапхăрĕ. Вакцинаци тăвасси малалла пырать. Çынсем прививкăна тĕп больницăна пырса та, ялсенчи мобильлĕ пунктсенче тутарма пултараççĕ, — тет районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова. Паллах, профилактика мерисем пирки те манмалла мар: алăсене çумалла, маска режимне пăхăнмалла, обществăлла вырăнсенче пулнă чухне дистанцие пăхăнмалла.

Чире сипличчен унран сыхланни лайăхрах. Мĕншĕн тесен синкерлĕ енĕ те пур: ун хыççăн урăх чирсем аталанма пултараççĕ. Коронавирус пур органа тата тытăма хавшатать. Вăл çыннăн хăш вырăнĕ вăйсăртарах, çавна «суйласа илет».

Хальхи вăхăтра ачасене вакцинаци тăвассине те тĕп вырăна хураççĕ. Республикăри ача-пăча аллерголог-иммунологĕ Нина Рассказова палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра 12-17 çулсенчи 4 пин ытла ачана прививка тунă. Коронавирус чирне саракансен ỹсĕмне пăхас пулсан — 12-17 çулхи ачасемпе çамрăксем йышлă. Унсăр пуçне, вĕсене хăрушă чирсем — тромбоз, инфаркт амаланасран та, чĕре мышцисемпе юн тымарĕсем сиенленесрен те хỹтĕлемелле.

Тухтăрсем çавăн пекех кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра грипп чирĕнчен асăрханса та прививка тутарма хистесех ыйтаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code