Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чупу вăйсене тĕрĕслерĕ

Чупу вăйсене тĕрĕслерĕ

Сентябрĕн 17-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Нацисен кросĕ — 2022» чупу иртрĕ. Физкультурăпа спорта кăмăллакансем çак кун ăмăрлă çанталăк тăнине, вăхăт-вăхăт вĕтĕ çумăр пĕрĕхнине пăхмасăр чупăва хастар хутшăнчĕç.

Елчĕк ял тăрăхĕнче пурăнакансем район центрĕнчи Тĕп лапама 8 сехетрех пуçтарăнма пуçларĕç. Хаваслă кĕвĕ-çемĕ кăмăла çĕклерĕ, çак кун чупăва хутшăнакансемшĕн пысăк уяв пулнине аса илтерчĕ.

Ăмăрту 9 сехетре пуçланчĕ. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни сывлăхлă та çирĕп чун-чĕреллĕ пулма пулăшнине палăртрĕ.

Чи малтан VIP-чупăвăн, кĕçĕн классенче вĕренекенсен старчĕ пулчĕ. Кунта шкул çулне çитмен ачасем те ашшĕ-амăшĕпе пĕрле хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. VIP-чупура Дмитрий Судаковпа (Елчĕкри подстанци, депутат) Марина Вастулова (район администрацийĕ) мала тухрĕç. Кĕçĕн классен ушкăнĕнче хĕр ачасенчен малти виçĕ вырăна Валерия Соловьева, Владалена Вершкова (Патреккел шкулĕ), Дарья Цыганова (Елчĕк) йышăнчĕç. Арçын ачасенчен чи пĕрремĕш — Вадим Уркин (Елчĕк шкулĕ), Богдан Карсаковпа Максим Владимиров (Патреккел) иккĕмĕшпе виççĕмĕш пулчĕç.

2000 метрлă дистанцире 5-9-мĕш классенче вĕренекенсемпе 40 çултан аслăрах хĕрарăмсемпе арçынсем тупăшрĕç. Кунта Виолетта Горшкова, Павел Чернов (Елчĕк шкулĕ), аслисенчен Татьяна Шакова («Солнышко»), Алексей Мешков (Аслă Елчĕк) хăйсен ушкăнĕсенче финиша чи малтан çитекенсем пулчĕç. Ирина Яковлева («Солнышко» ача сачĕ), Татьяна Сусметова (Елчĕк шкулĕ), Георгий Иванов (Патреккел шкулĕ), Алексей Жирнов (Исемпел) призлă вырăнсене йышăнчĕç. Кунта çакна палăртса хăварар, Алексей Жирнов 64 çулта пулсан та, хăйĕнчен чылай çамрăк чупуçăсене хыçа хăварса финиша виççĕмĕш çитме пултарчĕ.

Ăмăртăвăн чи вăрăм дистанцийĕнче (3000 метр) аслă класра вĕренекенсем, 40 çула çитичченхи арçынсемпе хĕрарăмсем вăй виçрĕç. Кунта шкул ачисенчен Дмитрий Кузнецовпа Мария Вороновăна (Елчĕк шкулĕ) çитекен пулмарĕ. Дмитрий кашни ăмăртурах пĕрремĕш тухнине курма хăнăхнă ĕнтĕ. «Елчĕк ен» хаçат парнисемшĕн иртекен кросра та вăл чылай çул малтисен йышне кĕрет. Çак ушкăнра çĕнтернĕ Алексей Тихонов (Елчĕк) пирки те çак сăмахсенех калама пулать. Хĕрарăмсенчен Лиана Чернова (Аслă Елчĕк) мала тухрĕ. Призлă вырăнсен хуçисем шкул ачисенчен Тихон Александров, Виталий Кузьмин, Карина Хушкина, Алина Ильина (Елчĕк шкулĕ), предприятисемпе организацисенче, шкулсенче тăрăшакансенчен Ирина Галкина (Тỹскел), Карина Галкина (Елчĕк шкулĕ), Сергей Ильин (район администрацийĕ), Валерий Архипов (Елчĕкри искусство шкулĕ) пулчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, чи аслă тата чи кĕçĕн участниксене — 4 çулхи Максим Светопольскипе 65 çулхи Александр Андреева (Елчĕк) чысларĕç.

Дистанцисене хăйсен вăйĕсене тĕрĕслесе пăхас текенсем йышлă пулчĕç. Чупăва район администрацийĕнчен, районти тĕп больницăран, «Улăп» ФОКран, газ участокĕнчен йышлăн хутшăнчĕç. Елчĕкри вăтам шкул йышĕпе чи пысăкки пулчĕ. Çапах та малтанхи çулсемпе танлаштарсан массăллăх кăштах чакнине палăртрĕç чупăва хутшăнакансем.

Наци кросĕнче мала тухнисене дипломсемпе, медальсемпе чысларĕç.

Çак кун кашни ял тăрăхĕнчех çăмăл атлетсен массăллă чупăвĕсем иртнĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: чупу пуçланнă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code