Среда, 30 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Яваплăхран хăтармасть

Яваплăхран хăтармасть

Следстви комитечĕн органĕсем Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан çул çитмен çамрăк тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. 16 çултискере пысăк виçепе наркотик туяннăшăн тата упранăшăн айăплаççĕ.

Следстви версийĕпе килĕшỹллĕн, ача Интернетпа усă курса вăрттăн «закладкăран» наркотик туяннă. 20,7 грамм — пысăк виçе шутланать. Полици ăна йĕрленĕ те — тытса чарнă май çак наркăмăша унăн çумĕнче тупнă. Ĕç-пуçа тĕпчеççĕ. Асăннă преступлени йывăррисен шутне кĕрет. Уншăн çынна 10 çуллăха ирĕксĕр хăварма пултараççĕ. Çула çитменни яваплăхран хăтармасть.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code