Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Икĕ çемье чăмăртаннă

Икĕ çемье чăмăртаннă

Республикăра мобилизациленнĕ çамрăксем мăшăрланнă тĕслĕхсем йышланма пуçлани палăрать.

Раççейре тулли мар мобилизаци ятарлă лару-тăру пек шутланма пултарать. РФ Çемье кодексĕн 11-мĕш статйипе килĕшỹллĕн вара курăмлă сăлтав пулсан çемье çавăрма заявлени панă хыççăн пĕр уйăх çитичченех хут уйăрттарма юрать. Ятарлă лару-тăру чухне заявлени панă кунах çемье çавăрма ирĕк пур. Ку ыйтупа республикăри кирек мĕнле ЗАГС органне те çитме юрать, ăçта регистрациленни пĕлтерĕшлĕ мар. Çумра паспорт тата сăлтава кăтартакан справка (мобилизацилесси çинчен) пулмалла. Пирĕн районта повестка илнĕ икĕ çамрăк çемье чăмăртарĕç.

Н.БАЙМУШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code