Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Яла килсен, ай, мĕн лайăх?

Яла килсен, ай, мĕн лайăх?

Ял-йыш пĕр пулса пурăнни лайăх

Кĕрхи çумăр ир-ирех пĕрĕхме пуçларĕ пулин те район центрĕнчен аякра вырнаçнă яла командировкăна каяссине ырана хăвармарăмăр, инçе çула кĕскетме шут тытрăмăр. Аслă Таяпа ялĕнчен тухсанах кунти илемлĕ тавралăхпа киленсе малалла вĕçтеретпĕр. Аслă çулăн сылтăм айккипе тĕрлĕ йывăçсем ỹснĕрен кĕр кунĕсенче вĕсем пушшех илемлĕн курăнаççĕ: чылайăшĕ симĕс, сарă, хĕрлĕ çулçисене çĕр çине сапаласа ĕлкĕреймен. Яла çитес умĕн районĕпе чапа тухнă сад вырнаçнă. 13 гектар çинче тĕрлĕ сортлă пан улми е ытти çимĕç паракан йывăçсем мĕн чухлĕ пулман-ши? Халĕ вара ăна пăхса тăракан çукран вăл илемлĕхне çухатнă. Кăçал çимĕçĕсемпе те савăнтарайман. Ял-йыш Алексей Фомкин «мичуринеца» халĕ те ырăпа аса илет. Çывăхри вĕтлĕхсенче ỹсекен сиплĕ курăксене мĕн чухлĕ пуçтарман-ши кунти шкул ачисем? Вĕсене хатĕрлев кантурне леçсе парса укçа ĕçлесе илме пĕлнĕ пĕчĕкрен кунти вĕренекенсем.

Çул хĕррипе çăмăл машинăсем лараççĕ: хуçисем вăрмана кăмпа пуçтарма кĕнĕ ĕнтĕ. Куç умне 30 çул каяллахи, çак яла пĕрремĕш хут командировкăна кайни аса килчĕ. Редакцин УАЗ автомашинипе пылчăк çăрса аран-аран çитнĕччĕ унта. Халĕ вара асфальт çулпа часах çитетĕн. Яла çитичченхи çул самаях ваннă пулсан та. Ял вĕçĕнче автобус чарăнăвĕ вырнаçнă. Рейслă автобус çỹременни Чăваш Тăрăмĕсемшĕн çеç мар, ытти ялсемшĕн те чĕр нуша. Юрать района кайса килме ырă кăмăллă çăмăл машина хуçисем пулăшаççĕ. Шкул автобусĕсем çак чарăнуран вĕренекенсене шкула илсе каяççĕ, каялла леçеççĕ. Алексей Сядуков водитель Аслă Таяпа шкулне 13 вĕренекене турттарать.

Яла пырса кĕнĕ май куç умне пулакан илемсĕр ỹкерчĕксем хăнасене те, ял çыннисене те савăнтармаççĕ паллах. Вăхăтĕнче чапа тухнă хуçалăх фермисем юхăннă, çил-тăвăл алхасса, ватса-çĕмĕрсе пĕтернĕн, тискеррĕн курăнаççĕ. Шалалла иртнĕçемĕн вара сылтăм енче капмар культура çурчĕ курăнать. Унта Светлана Блинова тăрăшать. Мăшăрне Василий Семенович нумай пулăшать. Вăл ял старости. Кунтах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсене асăнса палăк лартнă. Тỹрех курăнать, ăна вăхăтра тасатса, тирпейлесе тăраççĕ, территори питĕ илемлĕ. Клуб çумĕнчех тыр-пул уйĕ. Унччентерех хыт хура кашласа ларнă хире Сергей Пузырев йĕркене кĕртнĕ.

Ялта 214 хуçалăх шутланса тăрать. Кашни урамрах пушă çуртсем сахал мар. Уйрăм хушма хуçалăх тытакан 167 кил.

Валерий Смирнов, Алевтина Пузыреван хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йĕркеллĕ ĕçлесе пыраççĕ. Çавăн пекех ĕне выльăх усракансем те йышлăн. Уйрăмах Леонид Окружнов, Александр Королев, Вячеслав Абрамов тата ыттисем те карта тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Ял кĕтĕвĕнче 43 ĕне. Вĕсене черетпе кĕтеççĕ.

Вырăнта пурăнакансен кулленхи пурнăçĕпе, унти харсăр çыннисемпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе хамăрăн çулçỹреве тăтăшах активистсене чĕнетпĕр. Ялти ветерансен канашĕн ертỹçи, 40 çула яхăн ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, район хаçачĕн ялкорĕ Васса Краснова кил-тĕрешри ĕçĕсене пăрахса пире ялăн илемлĕ вырăнĕсемпе, унăн пархатарлă та пултаруллă çыннисемпе курнăçтарчĕ. Мĕн тесен те час-часах пулман аякри ялсенче, шỹтлерех каласан, аташса та кайăн. Акă, кунтах миçе урам: Чакаккассы, Хурамакассы, Малтикассы, Новая, Нижняя, Центральная, Горная, Речная, Иванов тăкăрлăкĕ. Вĕсене чăвашла куçарса тăмарăмăр, хăйсем мĕнле калаççĕ — çавăн пекех çыртăмăр. Калăпăр, Чакаккассине кĕрсе кайсан унти тăвăр урампа каялла тухма та ансатах мар. Юрать-ха, вак чул сарнă. Хĕллехи çил-тăманра ватăсене килте ларнинчен ырри çуках пулĕ. Кас вĕçĕнче пурăнакан 83 çулхи Анна Баринова эпир тăван тавралăх хитрелĕхĕпе киленнĕ май чỹречерен ют çынсене курсан урама тухрĕ. Пĕчченех пурăнать вăл. Пĕртен-пĕр ывăлĕ, Александр, Афган вăрçине хутшăннăскер, амăшĕ патне килсех çỹрет.

Анна Ивановна умĕнчи çырма юппинчи çăлкуç шывне усă кураççĕ. Чакакассисем 2010 çулхи шăрăхра шывсăр нушаланнă, вара кас çыннисем пĕр шухăшлă пулса урам тăршшĕпех хăйсен вăйĕпе окоп евĕр чавса кашни киле шыв кĕртнĕ. Çăл уçлакан вырăна хăйсемех будка ăсталаса лартнă. Сăмах май каласан, Валерий Смирнов та кăçал хăйсен çывăхĕнчи çăла хăтлăх кĕртнĕ, пура лартнă, ăна Вырăс Тăрăм чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте сăвапланă.

Ял йĕри-тавра çаврăннă май çакна асăрхарăмăр: ỹркенмен халăх чаплă пурăнать. Икĕ хутлă çуртсем йышлă. Хапха умĕнче çăмăл машинăсем лараççĕ. Чылайăшĕн хăйсен, ашшĕ-амăшĕ патне ывăл-хĕрĕсем хăнана килни те паллă. Çĕр ĕçĕпе тăрмашма юратакансен умĕнче тĕрлĕ йышши техника вырнаçнă. Вăйпитти арçынсем ваттисен каçалăкĕсене те сухаламасăр хăвармаççĕ. Палисадниксенче чечексем ỹстереççĕ, çырма-çатра хĕррисенче йăмрасем кашлаççĕ. Мĕн тарăнăш-ха тата кунти çырмасем! Сăртлăкасран вара çырма леш енчи сăрт-туллă çаран асамлăн хăй патне чĕнет. Кил хуçисем сурăхĕсене, ĕнисене çитерме илсе тухнă. Сарлака урамсенче çеремлĕ. Кашни çулах урамсене вак чул сарса пыраççĕ. Кăçал Сăртлăкас урамне якатнă.

Чăваш Тăрăмĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ инçетрен сап-сарă тĕсĕпе илĕртет. Ăна 2015 çулта уçнă. Унчченхи самаях кивелнĕччĕ ĕнтĕ. Кунта пурăнакансем çĕнĕ ФАП уçăлнишĕн питĕ савăнаççĕ. Эльвира Фомкина фельдшер хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçласа пырать. Вăл участокри 216 çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе, сăнаса тăрать. Елчĕкри тĕп больницăри тухтăрсем, графикпа килĕшỹллĕн вырăна тухса çỹренĕрен, кунта та çитеççĕ. Кăçал 123 çынна диспансеризаци витĕр кăларма палăртнă. Çав вăхăтрах 196 çынна кăшăлвирусран прививка тунă. Нумаях пулмасть кăна ял çыннисене грипран хỹтĕлесе 70 доза вакцинăпа усă курнă.

Эльвира Федоровна ĕçтешĕсене ырăпа аса илет. Ялти пĕрремĕш фельдшер Иван Албутов 22 çул тăрăшнă, ун хыççăн Раиса Королева ял çыннисен сывлăхĕшĕн чылай çул тимленĕ. Раиса Капитоновна пенсие тухсан та икĕ çул юратнă ĕçĕнче чунне парса вăй хунă.

Нумай çул пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнса, ачисене тивĕçлĕ воспитани панă çемьесем — Алексейпе Нина Кузнецовсем, Петрпа София Емельяновсем çамрăк мăшăрсемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Ял çыннисене кулленхи таварсемпе тивĕçтерес тесе Елчĕк коопторгĕн лавккинчи Галина Волкова сутуçă-заведующи тимлет.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code