Вторник, 31 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ăслăлăх, пĕлỹ, ĕç уявĕнче

Ăслăлăх, пĕлỹ, ĕç уявĕнче

Октябрĕн 5-мĕшĕнче районти вĕрентекенсем хăйсен професси уявне савăнăçлă лару-тăрура паллă тума Елчĕкри централизациленĕ клуба пуçтарăнчĕç.

Уяв, паллах, сăваплă та пархатарлă, çав вăхăтрах çăмăл мар профессие суйласа илнĕ хисеплĕ çыннăмăрсен ячĕпе ăшă сăмахсем каланипе пуçланчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, чи малтанах пухăннисене райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Вастулова саламларĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый районти вĕрентекенсене уявпа ăшшăн саламланă май, вĕсем ачасене тарăн пĕлỹ тата тивĕçлĕ воспитани парас енĕпе кăна мар, общество пурнăçĕнче те хастаррине палăртрĕ. Вĕрентỹ сферинче, ачасене воспитани панă çĕрте нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Кивĕ Эйпеçри Татьяна Зайцева, Елчĕкри Галина Каринкина, Çĕнĕ Пăвари Светлана Павлова, Курнавăшри Елена Светопольская вĕрентекенсем «Раççей Федерацийĕн вĕренỹ сферинчи хисеплĕ ĕçченĕ» ятсене тивĕçрĕç. Кивĕ Эйпеçри Ирина Облесова учительницăна çамрăк ăрăва пĕлỹпе воспитани парас ĕçре пысăк тỹпе хывнăшăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç.

Кивĕ Эйпеçри Раиса Федорова Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисен çулталăкĕнче ĕç паттăрĕсене чысласа курăмлă мероприятисем йĕркелесе ирттернĕшĕн Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тунисен 80 çул каяллахи ĕçне хаклакан юбилей медальне илме тивĕçрĕ.

Ỹссе пыракан ăрăва тивĕçлĕ воспитани панăшăн тата нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн Елчĕкри Светлана Зайцева, Надежда Изосимова, Галина Морозова, Кушкăри Дания Салеева, Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ шкулти Гузель Юсупова педагогсем, Цветана Хрисанова воспитатель район администрацийĕн Хисеп грамотине, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Марина Меметова райадминистрацин Тав хутне тивĕçрĕç.

Районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕнче пысăк тỹпе хывнăшăн, вĕренỹ тытăмĕнче нумай çул тата тивĕçлипе вăй хунăшăн Шăмалак, Аслă Таяпа шкулĕсен директорĕсене Ираида Васильевăпа Владимир Малова тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Зинаида Михеева вĕрентекене «Елчĕк районне — 95 çул» асăну медалĕпе чысларĕç.

Профсоюз ĕçĕнчи активлăхшăн райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн кадрсен ыйтăвĕпе ĕçлекен специалистне Валентина Немцевăна, ертсе пыракан специалист-эксперчĕсене Регина Арефьевăпа Марина Вастуловăна, Çĕнĕ Пăвари шкул директорне Диана Турхана республикăри профсоюзăн тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Ачасене ăс-тăнпа пĕлỹ, воспитани паракансем пурте пĕрле «Учитель» юрра юрлани гимн евĕр янăрарĕ.

Уява пухăннисене саламласа Елчĕк шкулĕнчи кадетсем, искусство шкулĕнчи преподавательсемпе ташă тата юрă ăстисем, Сергей Барановпа Юрий Кашкăр юрăçсем савăк кăмăл парнелерĕç.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Т.Зайцева, Г.Каринкина, Л.Левый, Е.Светопольская, С.Павлова

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code