Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Минскра çĕнтернĕ

Раççей спорт мастерĕ Полина Андреева йывăр атлет каллех çĕнтерỹпе таврăннă. Хальхинче Белоруссин тĕп хулинчен.

Халăхсем хушшинчи ăмăртура пирĕн ентеш 49 килограмлă виçере икĕ енлĕ тупăшура 166 кг йăтнă. Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Геннадий Иванов патĕнче ăсталăха туптакан пултаруллă атлет республикăри Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче вĕренет. Унăн пĕрремĕш тренерĕ — Виталий Марков.

Кубок хуçи паллă

Районти шкулсенче аслă классенче вĕренекенсем хушшинче кашни çулах футболла выляссипе «Çамрăклăх» Кубокне йĕркелеççĕ.

Кăçал Елчĕкри стадион-площадкăра тăватă команда тупăшнă. Çирĕклĕ Шăхальсем тĕл пулусене ăнăçлă вĕçлесе Кубока тивĕçнĕ. Командăри Артем Ловкина «Чи лайăх тапăнса вылякан» тесе палăртнă. Максим Салмин (Лаш Таяпа) хỹлĕлекенсем, Виталий Кузьмин (Елчĕк) хапхаçăсем хушшинче чи пултаруллисем.

Пĕрремĕш хут

Елчĕкри Спорт çуртĕнче район шайĕнче мас-рестлинг енĕпе пуçласа ăмăрту иртнĕ. Ăна пуçараканĕ — Александр Портнов тренер-преподаватель.

Асăннă спорт тĕсĕ — хире-хирĕç ларса патака туртса илесси — якутсен наци спорчĕ шутланать. Вăл Çĕпĕр тăрăхĕнче XIX ĕмĕртех анлă сарăлнă. Пирĕн патăмăрта районти Акатуйра 2-3 çул йĕркеленĕ-ха, çапах та официаллă майпа — пĕрремĕш хут.

Ăмăртура вунă виçе категорийĕнче 100 ытла спортсмен вăй виçме кăмăл тунă. Çĕнтерỹçĕсен йышне вара çаксем кĕнĕ: Ульяна Петрова, Кристина Афанасьева (Курнавăш шкулĕ), Николай Арефьев, Кристина Жирнова (Кушкă), Елена Плотникова, Антон Айметов, Денис Борисов (Елчĕк), Алена Николаева (Патреккел), Василий Ильин, Давид Павлов (Çĕнĕ Пăва).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code